Вторник, 13 октября

СВО участникӗпе тӗл пулнӑ

СВО участникӗпе тӗл пулнӑ

Чӑн-чӑн патриот пуласси мӗн ачаранах пуҫланать. Ҫакна тӗпе хурса округри шкулсенче тата ача сачӗсенче тӗрлӗрен мероприятисем ирттереҫҫӗ.

Ҫак кунсенче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 4 «а» класра вӗренекенсем ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗпе, халӗ Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссариатӗнче вӑй хуракан Рияз Феткуллинпа тӗл пулнӑ. Рияз Ринатович ачасене хӑйӗнпе паллаштарнӑ, салтак пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панӑ, СВОра пулнӑ чухнехи самантсене аса илнӗ. Вӗренекенсем питӗ интересленсе итленӗ, ыйтусем парса ҫар ҫыннин пурнӑҫӗ ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшнӑ. Мероприяти вӗҫӗнче вӗсем Рияз Ринатовича Тӑван ҫӗршыв йывӑрлӑха лексен айккинче юлманшӑн, хӑйӗн ҫар тивӗҫне туллин пурнӑҫланӑшӑн ӑшшӑн тав тунӑ.

Людмила Абрамова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *