Вторник, 13 октября

Кадетсем сцена ҫинче маттур

Кадетсем сцена ҫинче маттур

Фестивале Комсомольски 1-мӗш, Комсомольски 2-мӗш, Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам тата Патӑрьел 1-мӗш, Ҫӗрпӳ округӗнчи Ҫӗрпӳ 2-мӗш вӑтам шкулӗсен, Канаш хулинчи патшалӑх службин тата управленин лицейӗн, Вӑрнар округӗнчи Нурӑс вӑтам шкулӗн командисем хутшӑнчӗҫ. Мероприятире Раҫҫей, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ, вырӑс салтакӗсем, офицерсем тата кадетсем ҫинчен юрӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри янӑрарӗҫ. Пӗр пек илемлӗ тумлӑ, сцена ҫинче салтаксем пек тӳп-тӳрӗ ретпе тӑракан кадетсем куракансене юррисемпе ҫеҫ мар, ҫирӗп дисциплинӑпа, хӑйсене сцена ҫинче тытма пӗлнипе те тыткӑнларӗҫ.

Мероприятире округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ Ирина Соловьева, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Альберт Афанасьев та пулчӗҫ. Вӗсем кадетсен хорпа юрлас ӑсталӑхӗ пысӑк пулнине, кашни ушкӑн фестивале тӗплӗн хатӗрленнине палӑртрӗҫ, мала тухнӑ коллективсене Дипломсемпе, кубоксемпе тата парнесемпе чысларӗҫ. Фестивалӗн Гран-прине Канаш хулинчен килнӗ кадетсем тивӗҫрӗҫ. Ҫӗрпӳ 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди I степеньлӗ лауреат пулса тӑчӗ. II степеньлӗ диплом хуҫисем — Комсомольски 2-мӗш, Комсомольски 1-мӗш тата Патӑрьел 1-мӗш вӑтам шкулӗсен вӗренекенӗсем. Шӑнкӑртам тата Нурӑс шкулӗсен кадечӗсем фестивалӗн III степеньлӗ Дипломӗсене тивӗҫрӗҫ.

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн администрацийӗ фестивале йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑ спонсорсене: С.Ю.Самарин уйрӑм предпринимателе, округри депутатсен Пухӑвӗн депутатне А.В.Журавлева, Комсомольски райповӗн производство комбинатне, ҫавӑн пекех ҫак ӗҫе хутшӑннӑ волонтерсене тата активистсене чӗререн тав тӑвать, пурне те ырлӑх-сывлӑх, тапса тӑракан вӑй-хал, ӗҫре ӑнӑҫу сунать.  

Ирина СОЛОВЬЕВА. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *