Калав
— Турă ячĕпе ыйтатăп, хăварăр ăна манпах. Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕм вăл манăн, пĕртен-пĕр хĕвелĕм, пĕртен-пĕр шанчăкăм… Пĕтетĕп эпĕ унсăр, пурăнаймастă-ă-ăп… — чарăнми хỹхлерĕ кинемей.
Юлашки вăйне пухса мăнукне ыталасшăн пулчĕ, ун патнелле сулăнчĕ, анчах вăйĕ пĕтсе çитрĕ пулас та урайне йăванса кайрĕ.
— Кукама-а-ай! Ан яр мана вĕсемпе, парса ан яр мана-а-а… — куçĕсенчен чарăнми юхакан куççульне тасах мар кĕпе çаннипе шăлса вилнĕ пек выртакан карчăк патне чупса пырса чĕркуçленчĕ арçын ача, унăн аллисене нихăçан уйрăлмасла чăмăртаса лартрĕ.
Юхрĕ те юхрĕ таса куççуль ĕçпе пиçĕхнĕ, хытса кушăрханă алăсем çине. Чĕринчи пĕтĕм ырату-çухату юхса тухрĕ пулĕ çавăн чухне ачан…
— Юрий Васильевич, чиперех-и эсир? — илтĕнчĕ пăшăрханчăклă сасă. Йывăç çурт умĕнче хытса тăнă арçын патнелле асфальт çул айккинерех лартнă çăмăл автомашина патĕнчен яштака çамрăк васкаса утрĕ. — Мĕншĕн кĕместĕр? Тĕрĕсех килтĕмĕр пулĕ?
Мĕнле тĕрĕс мар пултăр ĕнтĕ? Çак урама, çак йывăç пỹрте шухăшра та, тĕлĕксенче те çĕр, çук-ха, пин хутчен те курнă Юрий Васильевич, Юра, Юрик. Çапла, Юрик тесе чĕнетчĕç ăна çак урамра çарран чупса çỹренĕ вăхăтра. Ял çумĕпе иртекен Шупашкара каякан аслă çул хĕрне те çарранах вĕçтеретчĕç. Арçын ачасемпе пĕрле хĕр ачасем те ăмăртса чупатчĕç вара. Чупнă майăн йỹле янă кĕписем çил çинче вĕл-вĕл вĕлкĕшетчĕç, халь-халь тỹпене çĕкленсе каяссăн туйăнатчĕ. «Ах, пĕчĕк арçурисем…» — тесе мăкăртаткаласа, çапах та кăмăллăн пăхса юлатчĕç вĕсем хыççăн урамри пĕрене çинче хĕвел питтинче ларакан ватăсем. Ахăртнех, хăйсем те таврари çырмасене кĕтĕве тухнине, выртмана çỹренине аса илетчĕç-тĕр. Халĕ, акă, пĕчĕк Юрик мар ĕнтĕ, пысăк Юрик тăрать тăван урамра. Йăмрисем те, хурăнĕсем те çавсемех пек те, чылай улшăннă халĕ урам. Сылтăмри кỹршĕсен пысăках мар пỹрчĕ вырăнĕнче чăн-чăн кермен тỹпенелле кармашать. Икĕ хутлă çурт. Вăйлă хуçалăх пулас, йĕри-тавра тытнă карта-хуралтă, гараж, çỹллĕ хỹме те çакăн çинчен калаççĕ. Ача чухне вара Мăкăляпа Юрик пĕр-пĕрин патне хапха алăкĕнчен кĕрсе çỹремен, йывăç карта урлах чăлт та чалт сиксе каçнă, çапла çула кĕскетнĕ. Уйрăлми тантăшсем пулнă-ха та. Мĕн чухлĕ решетке хуçман пуль. Çакăншăн мĕн чухлĕ пĕçерккĕ çимен пуль тата аслисенчен.
«Ăçта-ши халь Мăкăля? Тĕл пулсан аванччĕ те. Ялта пурăнмасть пулĕ çав…» — хăйпе хăй хуллен калаçса илчĕ вăл ял урамнелле тĕпчевлĕ куçĕсемпе пăхнă май. Ав унта, хушăра, ỹсерехпе лапталла выляттăмăр. Мĕн чухлĕ хаваслă çуйхашу, тĕпĕртетỹччĕ. Çумăр çуса кайнă-кайман урама кĕпĕрленсе тухатчĕ ача-пăча. Канавсенче шарласа юхакан шывра хут, хаçат листинчен тунă карапсем яратчĕç. Пуçтарăнатчĕ вара карапсен «эскадри» пĕвере. Пĕве тесен, çапла пĕррехинче вăйлă çумăр хыççăн унти шыв кил картисем таранах хăпарса кайнăччĕ. Эх-х-х, çатăлтатрĕç кăна вара шыв каялла чаксан çĕр çине юлнă пулăсем. Çара алăсемпех пуçтарчĕç ял çыннисем хĕвел çинче йăлтăртатса-вылянса выртаканскерсене. Тĕлĕнмелле те, халĕ, çу кунĕсем пулин те, пĕр ача та курăнмасть урамра.
«Мĕншĕн кĕместĕр?» — тет ав Сергей. Сергей Петрович-ха вăл ыттисемшĕн. Юрий Васильевичăн пулăшаканĕ. Тĕрĕссипе, сылтăм алли тесен те йăнăш мар. Шăллĕ е ывăлĕ теме те пулатчĕ пулĕ те, тăванлăх, ратнелĕх ыйтăвĕсем çине нихăçан та вылянса пăхман, çавăнпа хăйсем хушшинче те «Сергей» тенипех çырлахать. Темĕн тытать çав киле кĕме. Темĕн чăрмантарать. Вуншар çул хуçасăр ларнăскер, хапăл тăвĕ-ши тата вăл Юрике? Хăй ытамне илĕ-ши тахçан-тахçан (эй, Турăçăм, миçе çул иртрĕ те унтанпа!) çак çуртран вăйпа тенĕ пек илсе тухса кайнă ачана? Çулсен йывăрăшĕпе кăштах тайăлнă йывăç хапха çинче çăра та чарса-иккĕлентерсе тăчĕ тата. Çĕнĕ çăра, тутăхман. Эппин, кам-тăр килсе çỹрет кунта. Эппин, Юрик пек тăлăх мар савăнăçпа пĕрлех сахал мар хуйхă-суйхă кăтартнă йăва. Урăхла пулсан тахçанах курăк е çỹп-çап ăшне путмалла пỹрт. Тинех юлашки темиçе çул çуралнă килшĕн уйрăмах тунсăхласа йăшкаса çỹренĕ чĕри те лăпланнă пек пулчĕ, хаваслăрах тапма пуçларĕ. Тинех… Тинех…
«Мĕн тумалла, çăрана çĕмĕрсе уçмалла е ял советне каймалла?» — тесе пуç ватса тăнă вăхăтра шăпах сылтăмри кỹршĕсен тимĕр алăкĕ хăлтăр та халтăр туса уçăлчĕ. Акă, çерем тăрăх арçын васкаса — утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса — çитрĕ. Сăмахсăрах Юрика ыталаса илчĕ те çурăмĕнчен хỹп! та хỹп! тутарчĕ, вăрахчен ытамĕнчен вĕçертмерĕ. «Мăкăля-я-я!!!» «Юри-и-ик!!!» «Мăкăля-я-я!!!» Арçынсем макăрмаççĕ теççĕ те, иккĕшĕн те куçĕсем шывланчĕç.
Лидия Филиппова

