Комсомольски муниципалитет округӗнчи ялсенче пурӑнакансем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли хӳтӗлев сеткисем ҫыхасси, плащсем ҫӗлесси, типӗтнӗ яшка, ҫӑкӑр тата ҫуртасем хатӗрлесси вӑй илсех пырать. Ку тӗлӗшпе волонтерсен хастарлӑхне те палӑртсах хӑвармалла. Салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗпе кайса ҫӳреҫҫӗ, салтаксене ҫӗнтерӗве ҫывхартма пур енлӗн хавхалантараҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра, акӑ, пур территори уйрӑмӗсенче те тӑрӑшсах ӗҫлеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Хирти Мӑнтӑрсем 321-мӗш хӳтӗлев сетки ҫыхса пӗтернӗ, Хырай Ӗнелсем те вӗсенчен юлмаҫҫӗ. Комсомольскинчи «Серебряный возраст» центра ҫӳрекенсем кашни кунпа туллин усӑ курса плащсем ҫӗлеҫҫӗ, сетка ҫыхаҫҫӗ. «Ирина Шипатова, Валентина Миронова, Ольга Афанасьева, Елена Тихонова тата «Серебряный возраст» центр ҫӗвӗҫисем кӗске вӑхӑт хушшинче 50 плащ хатӗрлеме пултарчӗҫ. Пысӑк тав», — палӑртрӗ Владимир Воронов волонтер.
Унпа пӗрлех ӑшӑ чӑлха-нуски ҫыхса хатӗрлекенсем те чылайӑн. Ҫакӑ пӗтӗмпех ентешсене валли. Волонтерсен уявсем те, канмалли кунсем те ҫук. Пурте пӗрле кар тӑрса ӗҫлесчӗ, мӗн пултарнӑ таран пулӑшасчӗ.
Алина Мариян.

