Чӑваш Енре «Чӑваш Республикин транспорт системине аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн нумай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Элпуҫ ялӗнчи Центральная, Новая тата Нагорная урамсенчи ҫӗнӗ ҫула та шӑпах ҫак программӑпа тунӑ. Ҫак кунсенче ҫӗнӗ асфальт ҫула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Антонов, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Расим Асеинов тата ытти хӑнасем хутшӑннӑ. Вӗсем ял ҫыннисене ҫӗнӗ асфальт ҫула туса пӗтернӗ ятпа ӑшшӑн саламланӑ, ялта пурӑнакансемшӗн ку питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулнине палӑртнӑ. «Ҫак ҫул — пӗрлехи ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗ, халӑх, влаҫ органӗсем тата строительсем пӗрле тӑрӑшсан лайӑх кӑтартусем тума пулнин тӗслӗхӗ. Чӑваш Республикин Правительствине тата проекта пурнӑҫа кӗртес ӗҫе тӳпе хывнӑ кашни ҫынна чӗререн тав тӑватӑп», — тенӗ Николай Раськин хӑйӗн сӑмахӗнче. Ял ҫыннисем те округ ертӳлӗхне тата строительсене пысӑк ӗҫ пурнӑҫлама май тупнӑшӑн чӗререн тав тунӑ.
Ҫӗнӗ ҫул туни кунта пурӑнакансемшӗн, паллах, пысӑк савӑнӑҫ. Яп-яка ҫул тӑрӑх машинӑпа ҫӳреме ҫеҫ мар, ҫуран утма та питӗ кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ мероприятие хутшӑннӑ ял ҫыннисем. Палӑртса хӑварар% ҫӗнӗ ҫул 1025 метра тӑсӑлать, ӑна тума пурӗ 54 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ.

