Вторник, 13 октября

Таса та тирпейлӗ пултӑр теҫҫӗ

Таса та тирпейлӗ пултӑр теҫҫӗ

Хирти Сӗнтӗр  территори уйрӑмӗнчи ялсенче ҫынсем хӑйсем пурӑнакан вырӑн таса та тирпейлӗ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Кунта пурӑнакансем тӑкӑннӑ ҫулҫӑсене пуҫтарассине, хӑрнӑ йывӑҫ-тӗмсене касассине йӗркеленӗ. Ушкӑнпа тӑвакан ӗҫе чылайӑн хутшӑннӑ. Ҫулсем хӗррисем те хитре пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ.  Ҫу кунӗсенче  Хирти Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакансем ялти пӗвене тӗрлӗ япаласенчен, хӑнтӑрсем кӑшласа ӳкернӗ йывӑҫсенчен тасатнӑ. Тасалӑхпа тирпейлӗхшӗн ҫине тӑнине  ырламалла.

Округри ытти территори уйрӑмӗсенчи ялсенчи ҫынсен вӗсенчен тӗслӗх илмелли пурах. Хӑш-пӗр тӗлте шкул ачисем, культура ӗҫченӗсем шкулсен, культура ҫурчӗсемпе клубсен, палӑксен ҫывӑхӗнчи тасамарлӑха пуҫтарас тӗлӗшпе субботниксем йӗркеленӗ. Тавралӑха ешӗл сӑн кӗртес тӗллевпе  ҫырмасен, ҫулсен хӗррисене, сад пахчисене  йывӑҫ-тӗм лартакансем те пулнӑ.  Ҫӗр питне шур юр хупличчен ытти ҫӗрте те ҫакӑн пек пултаруллӑ та маттур ҫынсенчен тӗслӗх илмелле.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *