Вторник, 13 октября

Ӗҫ паттӑрӗсем асран тухмаҫҫӗ

Ӗҫ паттӑрӗсем асран тухмаҫҫӗ

Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗрте ӗҫ паттӑрлӑхӗ кӑтартнӑ строительсене аса илмелли кун Йӑлмахва ял ҫыннисем ҫак ӗҫе хутшӑннӑ ентешӗсене асӑнса лартнӑ мемориал патне пуҫтарӑннӑ.

ГСВГ ветеранӗсен организацийӗн ертӳҫи Николай Смирнов митинга уҫса халӑхӑн ӗҫ паттӑрлӑхне пирӗн яланах асра тытмаллине палӑртнӑ. Павел Зайцев таврапӗлӳҫӗ пуҫтарӑннисене хӳтӗлев чиккисене тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ ял ҫыннисем ҫинчен каласа панӑ. Вӗсен ячӗсем ялӑн историне ылтӑн саспаллисемпе кӗрсе юлнӑ. Павел Николаевич хӑш-пӗр пулӑмсем халӑх асӗнчен нихӑҫан та тухманнине, ҫулсем иртнӗҫемӗн тата та пӗлтерӗшлӗрех пулса пынине палӑртнӑ. Ҫавна тӗпе хурса ӗнтӗ Куславкка округӗнче темиҫе ҫул каялла «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал комплексӗ уҫнӑччӗ. Йӑлмахва ялӗн хастарӗсене те ҫак кунсенче унта йыхравланӑ. Мемориалта ҫак ялтан чикӗсем тӑвас ӗҫе хутшӑннисем валли пӗр кӗтес уйӑрасшӑн.

Йӑлмахва ҫыннисем халӑхӑн историйӗнчи ҫак йывӑр страницӑна асра тытнине, ҫитӗнекен ӑрӑва та патриотла воспитани пама тӑрӑшнине палӑртма питӗ кӑмӑллӑ. Ытти ялсенче те ку енӗпе ӗҫсем пурнӑҫласа пыраҫҫех пуль тетпӗр.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *