Нумаях пулмасть Чӑваш Ене грипран хӳтӗлекен вакцинӑн 168 пин ытла дозине илсе килнӗ, ҫав шутра 36 пин ытла доза ачасене тата ача кӗтекен хӗрарӑмсене иммунизаци тумалли «Ультрикс-квадри», 132 пин ытла доза — ҫитӗннисене прививка тумалли «Совигрипп» тата «Флю-М». Вакцинӑсене регионти медицина организацийӗсене валеҫнӗ.
«Вакцинаци — гриппа кӗрешмелли чи лайӑх мелсенчен пӗри. Прививка туни гриппа чирлессине нумай хут чакарать, чир ерсен те ӑна ҫӑмӑлрах чӑтса ирттерме пулӑшать», — палӑртнӑ Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Лариса Тарасова.
Республикӑра пурӑнакансем хӑйсен ҫывӑхӗнчи поликлиникӑсенче, фельдшерпа акушер пункчӗсенче тата вакцинацин мобильлӗ пункчӗсенче прививка тутарма пултараҫҫӗ.

