Вторник, 13 октября

Ӑшшӑн тав тӑватӑп, саламлатӑп

Ӑшшӑн тав тӑватӑп, саламлатӑп

Чун-чӗререн каланӑ ӑшӑ сӑмахсем чуна ӑшӑтаҫҫӗ, малалла та пурӑнма хавхалантараҫҫӗ. Нумаях пулмасть мана Тури Тимӗрчкасси ҫынни, «вӑрҫӑ ачи» Ю.И.Кошкина  ҫыру илсе килсе пачӗ. Ӑна май уйӑхӗнчех ҫырнӑ пулсан та вӑл маншӑн питӗ хаклӑ пулчӗ.

«Сире пысӑк салам яратпӑр. Эпир халӗ мӑшӑрпа Петр Степановичпа районти тӗп больницӑра сипленетпӗр. Эсир   хӑвӑра хӑвӑр упраса пурӑнӑр. Сирӗнпе эпир мухтанатпӑр, сирӗн ӑсӑрпа, пӗлӗвӗрпе хӑпартланса пурӑнатпӑр. Ачӑрсемпе мӑнукӑрсем сире ырӑ хыпарсемпе ҫеҫ савӑнтарччӑр», — тенӗ унта. Нумаях ҫырман пулин те вӗсенче ӑшӑ  туйӑм, ырӑ кӑмӑл палӑрать. Ҫыраканни Хырай Ӗнел ялӗнче пурӑнакан, унти шкулта нумай ҫул ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагогика ветеранӗ Нина Яковлевна Зайцева. Ӗҫленӗ вӑхӑтра унпа эпир тӑтӑшах тӗл пулса калаҫнӑ. Эпӗ 1939 ҫулта, вӑл 1946 ҫулта ҫуралнӑ. Пӗр ӳсӗмри ҫынсем темелле. Иксӗмӗр те И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл та, эпӗ те пӗрре мар районти «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» конкурса хутшӑннӑ.  Нина Яковлевна та, эпӗ те ялти хӗрарӑмсен советне ертсе пынӑ. Эпӗ ӑна ӑшӑ сӑмахсемшӗн, мана ырӑ суннӑшӑн хаҫат урлӑ тав тӑватӑп. Каярах пулсан та чун-чӗререн Вӗрентекен кунӗ ячӗпе те саламлатӑп. Ҫирӗп сывлӑх, телей, юрату, лайӑх кӑмӑл, пурнӑҫра ӑнӑҫу сунатӑп. Ӗмӗтӗрсем пурнӑҫланса пыччӑр, кашни кун сире хаваслӑх парнелетӗр. Сирӗн сӑмахӑрсем мана хавхалану кӳчӗҫ. Ҫырӑвӑра чи хисеплӗ вырӑнта тытатӑп. Ӑна вуланӑ хыҫҫӑн пурнӑҫ та хитререх курӑнчӗ, мана хисепленӗшӗн чун савӑнчӗ.

Хисеплесе тата ырӑ сунса  Тури Тимӗрчкасси  ялӗнчи

Анна Тимофеевна Ежергина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *