Патшалӑх ялта пурӑнса хӑйсен ӗҫне пуҫӑнас, ҫырла, пахча ҫимӗҫ туса илес енӗпе тӗллев тытнӑ пултаруллӑ ҫынсене пулӑшма тӑрӑшать.
ЧР ял хуҫалӑх министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал республикӑри 14 предприниматель «Перспектива» грантпа пурӗ 127,9 миллион тенкӗлӗх укҫа-тенкӗ илнӗ. Вӗсенчен ҫиччӗшӗ хӑйсен хуҫалӑхне ҫырла ӳстерес енӗпе аталантарӗҫ. «Ягодоводство» енӗпе 60 миллион тенкӗлӗх пулӑшу пулӗ. Ултӑ предприниматель пахча ҫимӗҫ туса илес енӗпе ӗҫлеме кӑмӑл тунӑ. Вӗсене «Овощеводство открытого грунта» енпе 57,9 миллион тенкӗ панӑ. Агротуризм енӗпе пӗр ҫын 10 миллион тенкӗ илнӗ. Ку енпе уйӑрнӑ укҫа-тенке тата виҫӗ фермера пама йышӑннӑ.
2021 ҫултанпа регионти «Перспектива» гранта 77 фермер пурӗ 458 миллион тенкӗлӗх илнӗ. Ҫак пулӑшу вӗсене ялти хуҫалӑха аталантарма, ҫырла, пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерес енӗпе, агротуризма аталантарас тӗлӗшпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме май панӑ.

