Вторник, 13 октября

Ача кӗтекенсене саламларӗҫ

Ача кӗтекенсене саламларӗҫ

Октябрӗн 7-мӗшӗнче эпир ача кӗтекен хӗрарӑмсен кунне паллӑ тӑватпӑр. Ҫак кун Комсомольскинчи тӗп район больницинче уяв мероприятийӗ йӗркелерӗҫ.

Унта больницӑн тӗп врачӗ Инна Ефремова, акушер-гинеколог Анна Козлова, Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службин ертӳҫи Надежда Юманова, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн специалисчӗ Екатерина Волкова, халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн Комсомольскинчи уйрӑмӗн заведующийӗ Елена Самарина, «Чувашия Мед» страхлав компанийӗн тӗп специалисчӗ Надежда Краснова тата ыттисем мероприятие пуҫтарӑннӑ ача кӗтекен хӗрарӑмсене ӑшшӑн саламларӗҫ. «Паян эпир черетлӗ хут ҫак уява паллӑ тӑватпӑр. Пирӗн тухтӑрсене, медицина сестрисене йывӑр ҫын хӗрарӑмсене пулӑшма яланах хатӗр пулнӑшӑн, округри ҫураласлӑха ӳстерме пулӑшнӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп. Сире вара, пулас аннесем, пурнӑҫри ҫак тапхӑрпа киленме, ҫӑмӑллӑн ҫуратма, нумай ачаллӑ пулма сунатӑп», —палӑртрӗ Инна Ивановна хӑйӗн сӑмахӗнче. Каласа хӑвармалла, пуҫтарӑннисем хушшинче пӗрремӗш хут анне ята илтме хатӗрленекенсем ҫеҫ мар, тӑваттӑмӗш е пиллӗкмӗш пепкине кӗтекенсем те пур. Округра ҫакӑн пек йышлӑ ҫемьесем пурри савӑнтарать, ыттисем те вӗсен тӗслӗхне курса нумай ачаллӑ ҫемьесен йышне кӗме тӑрӑшсан ялсен пуласлӑхӗ те хӑратмӗ.

Унччен тӗп больницӑра гинекологи кабинечӗ ҫеҫ пулнӑ пулсан, халӗ унта хӗрарӑмсен консультацийӗ ӗҫлет. Анна Козлова акушер-гинеколог палӑртнӑ тӑрӑх ҫакӑн пек консультацисене 10 пин ытла хӗрарӑмӑн сывлӑхне тӗрӗслесе тӑракан больницӑсенче ҫеҫ уҫса параҫҫӗ. Пирӗн район тӗп больници вара шӑпах ҫак условие тивӗҫтерет. «Ҫемье» наци проекчӗ тӑрӑх хӗрарӑмсен консультацийӗсем валли ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туянма 20 миллион тенке яхӑн уйӑраҫҫӗ. Халӗ кунта гинеколог кабинечӗ ҫеҫ мар, ача кӗтекен хӗрарӑмсене психолог пулӑшӑвӗ кӳрекен кабинет та уҫнӑ. «Ҫӗршывшӑн ҫӑмӑл мар вӑхӑтра ача ҫуратма яваплӑ йышӑну тунӑшӑн эпӗ сирӗнпе мӑнаҫланатӑп. Турӑ пулӑшса пытӑр. Эпир вара сире кӗтсе илме, пулӑшма яланах хавас», — терӗ Анна Козлова пуҫтарӑннисене саламласа. Уявра ӑна нумай ҫул ҫак ӗҫре ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн тата юбилей ячӗпе саламласа Тав хучӗ парса чысларӗҫ.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *