Ял хуҫалӑх предприятийӗсен хирӗсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсем мӗн ҫитӗнтернине тӑкаксӑр та пахалӑхлӑ пуҫтарса илме тӑрӑшаҫҫӗ.
Октябрӗн 2-мӗшӗ тӗлне 12283 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене пуҫтарса илнӗ. Йӗтемсем ҫине пурӗ 44211 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 36 центнерпа танлашать.
Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче халӗ куккурус уйӗсенче те ӗҫе вӗҫлесе пыраҫҫӗ.
Округӗпе 678 гектар ҫинчен «иккӗмӗш ҫӑкӑр» пухса кӗртнӗ. Ку тымарҫимӗҫ кашни гектар пуҫне 337,9 центнер тухӑҫ панӑ. 45 гектар ҫинчен пахча ҫимӗҫ пуҫтарса кӗртнӗ. Унӑн вӑтам тухӑҫӗ кашни гектар пуҫне 771 центнерпа танлашать.
Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем кӗр тыррисене 1718 гектар (81,8 процент) акнӑ. ,ҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ҫӗртме тӑвас ӗҫ вӑй илсех пырать. Хальлӗхе ку ӗҫе 6648 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ.
Минзаит Зайнуллин.

