Сентябрӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Олег Алексеевич Николаев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑннӑ ятпа савӑнӑҫлӑ церемони иртнӗ. Церемоние РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочнӑй представителӗ Игорь Комаров, Раҫҫей Федерацийӗн Совечӗн членӗсем, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, республикӑн ӗҫ тӑвакан федераци органӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, обществӑпа тӗн организацийӗсен ертӳҫисем, бизнеспа сообщество представителӗсем тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем хутшӑннӑ.
Олег Николаев таса чун- чӗререн халӑха, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин Конституцийӗсене парӑннине ҫирӗплетсе тупа тунӑ, республикӑра пурӑнакансен умӗнчи тивӗҫне малалла та чыслӑн пурнӑҫласа пырасси ҫинчен шантарса каланӑ.
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ ҫирӗппӗн малалла пырать. Акӑ кӑҫалхи январь — август уйӑхӗсенче промышленность (103%) тата продукцие ӗҫе кӗртекен производство (105%) калӑпӑшӗ палӑрмаллах ӳснӗ. Ҫур ҫул хушшинче ял хуҫалӑх производствин индексӗ 106,4 процентпа танлашнӑ. Республикӑра пурӑнмалли ҫурт-йӗр туса лартасси планпа килӗшӳллӗн пулса пырать, тавар ҫаврӑнӑш калӑпӑшӗ ӳсет, ӗҫ укҫи ӳснипе пӗрлех ӗҫсӗрлӗх чакни палӑрать.
Пысӑк должноҫа йышӑннӑ ятпа Олег Николаева РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочнӑй представителӗ Игорь Комаров хӗрӳллӗн саламланӑ, республика ертӳлӗхӗ умӗнче тӑракан пысӑк задачӑсене палӑртнӑ.
— Республика ертӳҫисем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пысӑк пулӑшу параҫҫӗ, ҫак ӗҫе малалла та тимлӗн туса пымалла, — тенӗ Игорь Комаров. — Пулӑшу майӗсен эффективлӑхне ӳстермелле, пӗр ҫын та пулӑшусӑр ан юлтӑр тесе тӑрӑшмалла.
Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ церемоние Комсомольски муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин ертсе пыракан делегаци те хутшӑннӑ.
Алевтина Антонова.

