Вторник, 13 октября

Ачасемпе ӗҫлени хавхалану кӳрет

Ачасемпе ӗҫлени хавхалану кӳрет

Воспитатель — пирӗн тӑрӑхӑн, Тӑван ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ ҫине витӗм кӳрекен професси. Ача садне ҫӳренӗ вӑхӑтра кашни ача обществӑра хутшӑнусем йӗркелеме вӗренет, тавракурӑмне анлӑлатать, тӗрлӗ пӗлӳпе пуянланать. Шӑпах воспитатель пӗчӗккисен талантне асӑрхаса уҫма, пултарулӑх анинче пӗрремӗш утӑмсем тума пулӑшать.

 «Рябинушка» ача садӗнче 15 ҫул вӑй хуракан Ирина Андреева воспитатель ӗҫне ахальтен мар суйланӑ. Вӑл кашни ачан чӗри патне ҫул тупма, чун туртӑмне туйса илме  пӗлет, алӑран ҫавӑтса пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрет, шӑпӑрлансене пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗн аталантарма пулӑшать.

— Пӗчӗк ҫынсем майӗпен уҫӑлса, аталанса пынине сӑнама питӗ юрататӑп. Ача садне пӗрремӗш хут килсе янӑ хӑюсӑр ачасем куллен пӗр-пӗринпе хутшӑнма вӗренсе пыраҫҫӗ, туслашаҫҫӗ, тавралӑха тӗпчеҫҫӗ. Эпӗ вара пӗчӗккисене хӳтлӗх туйӑмӗ парнелеме тӑрӑшатӑп, ыррине шанма вӗрентетӗп. Ачасен куҫӗсем йӑл-йӑл ҫиҫни, хаваслӑ кулли янӑрани — маншӑн чӑн телей, — уҫать шухӑшне воспитатель.

Ирина Алексеевна ӗҫӗнче тӗрлӗ мелсемпе усӑ курса ачасене интереслентерме пӗлет. Вӑл ертсе пынипе шӑпӑрлансем ача садӗнче, округ тата республика шайӗнче иртекен тӗрлӗ конкурссене хутшӑнаҫҫӗ, малти вырӑнсене те час-часах йышӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, «Человек и природа», «Моя семья в истории Великой победы», «Краски Чувашии», «Хунав» тата ытти конкурссенче унӑн воспитанникӗсем ҫӗнтерме пултарнӑ. Нумаях пулмасть иртнӗ «Дорогою добра» фестиваль-конкурсра та вӑл хатӗрлентернӗ ачасем палӑрнӑ.

Воспитателӗн самана таппипе ӗлкӗрсе пырас тесе яланах пӗлӗвне тарӑнлатса пымалла. Ирина Алексеевна та хӑйӗн квалификаци шайне ӳстерме куллен тӗрлӗ вӗренӳ курсӗсем витӗр тухать, семинарсене хутшӑнса пӗлӗвне анлӑлатать. Вӑл яланах шыравра, ачасене интереслентермелли, аталантармалли ҫӗнӗ мелсем тупать, вӗсене ӗҫе кӗртсе профессире ҫитӗнӳсем тӑвать. Активлӑ, яваплӑха туякан, пӗчӗккисене юратакан воспитателе ачасен ашшӗ-амӑшӗ те, ӗҫтешӗсем те хисеплеҫҫӗ. Ирина Андреева хӑйӗн ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунине пысӑк хак парса ӑна пӗрре мар округ шайӗнчи грамотӑсемпе тата ЧР вӗренӳ министрӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.

— Эпӗ ӗҫе пысӑк хавхаланупа килетӗп. Хамӑн ушкӑн алӑкӗнчен кӗрсенех ачасем сырса илеҫҫӗ, чӗвӗл-чӗвӗл калаҫса мӗн пулни-иртни ҫинчен каласа параҫҫӗ, хӑйсен савӑнӑҫне манпа пайлаҫҫӗ. Вӗсемпе хутшӑнса кун мӗнле иртни те сисӗнмест. Тепӗр хут професси суйлама ыйтсан та эпӗ воспитатель ӗҫнех суйланӑ пулӑттӑм, — палӑртать Ирина Алексеевна.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *