Вторник, 13 октября

Кӗр пахча ҫимӗҫпе пуян

Кӗр пахча ҫимӗҫпе пуян

Сентябрӗн 23-мӗшӗнче округ администрацийӗ  умӗнчи лапамра «Кӗр парнисем» ярмӑркка уҫӑлчӗ. Ҫак ятпа унта савӑнӑҫлӑ уяв йӗркелесе ирттерчӗҫ.

— Тӑван ҫӗрӗмӗр пире пуян тухӑҫпа савӑнтарчӗ — мухтанмалӑх пур. Ҫӗр ӗҫченӗсене ял хуҫалӑх продукцине туса илес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп, ярмӑрккара кашниех хӑйне кирлӗ тавара тупасса шанатӑп, — палӑртрӗ мероприятие уҫса муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин.

«Кӗр парнисем»  ярмӑрккӑна килнисене депутатсен Канашӗн председателӗ Светлана Грачева саламларӗ, паян шӑпах кунта паха пахча ҫимӗҫ туянма май пуррине палӑртса хӑварчӗ.

«Кӗр парнисем» ярмӑрккара райпо сӗнекен пахча ҫимӗҫе,  вырӑнти хуҫалӑхсенче   ҫитӗнтернӗ ял хуҫалӑх таварӗсене, сӗт-ҫу продукцине, пыл, улма-ҫырла, чечексем туянма май пулчӗ. Ҫавӑн пекех ярмӑркка вӑхӑтӗнче чи пысӑк кавӑн тата кӑсӑклӑ формӑллӑ ҫӗрулми ҫитӗнтернӗ ӗҫченсене палӑртса хӑварчӗҫ. Вӗсем: Л.Хайртдинова, И.Измайлова, П.Иванов.

Округри культура ӗҫченӗсем, ача садне ҫӳрекенсем  илемлӗ юрӑсем шӑрантарса пуҫтарӑннисене савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *