Вторник, 13 октября

Тӳрех икӗ ФАП уҫӑлнӑ

Тӳрех икӗ ФАП уҫӑлнӑ

Паянхи кун республика ертӳлӗхӗ хӑй умне лартнӑ чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри — хулара пурӑнакансене ҫеҫ мар, ял ҫыннисене те пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтересси. Ҫавна май ял халӑхӗ аякка ҫула тухмасӑрах сывлӑхне тӗрӗслеттерме пултартӑр тесе тӗрлӗ ҫӗрте ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем тӑваҫҫӗ.

Ҫак кунсенче Анат Тимӗрчкасси ялӗнче пурӑнакансемшӗн савӑнӑҫлӑ пулӑм пулса иртнӗ. Унта «Вӑрӑм та активлӑ пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туса лартнӑ ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗн алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ.

ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Резеда Хуснетдинова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри Обществӑлла палатӑн председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов, Комсомольскинчи тӗп район больницин тӗп врачӗ Инна Ефремова, Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗ Светлана Кондратьева, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Анатолий Семенов ял ҫыннисене ҫак пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа ӑшшӑн саламларӗҫ, ялсенчи ФАПсем аякка каймасӑрах сывлӑха тӗрӗслеттерме, профилактика мерисем ирттерме, пӗрремӗш пулӑшу илме май панине палӑртрӗҫ.

«ФАПсен сетьне аталантарса пырасси — «Вӑрӑм та активлӑ пурнӑҫ» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Кашни ҫӗнӗ пункт — сывлӑхлӑ малашлӑх патне утӑм туни, ял ҫыннисемшӗн килпе юнашарах медицина пулӑшӑвӗ илме май туса пани. Эпир малашне те медицина республикӑри кашни ҫын патне ҫывӑхрах пултӑр тесе малалла ӗҫлӗпӗр», — уҫрӗ шухӑшне министр ҫумӗ Резеда Хуснетдинова пуҫтарӑннисене саламланӑ май.

Ҫак кун Хырхӗрри ялӗнче те ҫӗнӗ ФАП уҫӑлчӗ. Вырӑнти артистсем ҫак савӑнӑҫлӑ мероприятие пуҫтарӑннӑ хӑнасене юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Ҫӗнӗ йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ вӗр ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курма май парӗ.

Алевтина ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *