Вторник, 13 октября

Автоҫул ҫӗнелет

Ҫак кунсенче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин «Ҫӗрпӳ — Ульяновск» ҫулӑн Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗ ҫывӑхӗнчи участокне юсас ӗҫсем мӗнле пынипе вырӑна ҫитсе паллашнӑ.

Муниципаллӑ контракт сумми 23 миллион тенкӗпе танлашать. Пӗтӗмӗшле 4 километра яхӑн ҫула юсаса ҫӗнетмелле. Ҫак участокра тӗрлӗ техника шавӗ самантлӑха та лӑпланмасть. Подрядчик пур ӗҫе те вӑхӑтра тума шантарать.

Николай Никандрович ҫул тӑвакансемпе калаҫса кашни тапхӑртах ӗҫсен пахалӑхне тӗрӗслесе тӑрасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ҫирӗплетнӗ, юсава тӗплӗн тата вӑхӑтра туса пӗтерни паха пулнине палӑртнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *