Вторник, 13 октября

Купӑсне тӑсса ярсассӑн, савӑнать ял-йыш хавассӑн

Купӑсне тӑсса ярсассӑн, савӑнать ял-йыш хавассӑн

Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗ илемлӗ вырӑнта  ларать. Юнашарах Кӗҫӗн Пӑла шывӗ юхса выртать, ҫыран тӑршшӗпех йӑмрасем кашлаҫҫӗ.

Ял урамӗсем анлӑ та тирпейлӗ. Ялта  ӗмӗрӗпех  ӗҫчен те пултаруллӑ ҫынсем  пурӑннӑ, пурӑнаҫҫӗ те. Ҫак илемлӗ Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче 1976 ҫулхи июль уйӑхӗн 17-мӗшӗнче  Ольга Николаевнӑпа Павел Константинович Павловсен  ҫемйинче Володя кун ҫути курать.

Володьӑн ачалӑхӗ ытти ачасенни пекех иртет. Вӑл Ҫӗнӗ Кипеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта вӗренет. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче колхоз хирӗнче  пахча ҫимӗҫ пайӗсене ҫумлать, лаша  кӳлсе утӑ-улӑм турттарать. Володя пӗчӗклех музыка енне туртӑнать. Вӑл 4 ҫултах купӑс калама вӗренет. Кӳршӗри Меркурий Михайлов (Кӗркури тете) купӑсҫӑ патне  ҫӳрет.  Кӗркури тетен сывлӑхӗ хавшакрах пулнӑран, арҫын ача  Аркадий Добров купӑсҫӑ  патӗнче ӑсталӑхне ӳстерет.  Вӑл  купӑспа ӑста  вылянӑ, Володьӑна чылай вӑрттӑнлӑха  вӗрентнӗ. Каярахпа вара шкул ачи   Анатолий  Волков патӗнче купӑс калас енӗпе  пултарулӑхне туптать.

1993 ҫулта  Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкула пӗтерсе алла аттестат илсен, тӳрех Ҫӗрпӳ хулинчи ҫутӗҫ культура училищине вӗренме кӗрет. 1996 ҫулта вӗренсе тухса алла диплом илет. Хамӑр районти Анат Тимӗрчкасси вӑтам шкулӗнче музыка учителӗнче   4 ҫул ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шӑхран  ялӗнчи шкулта ачасене музыка енӗпе вӗрентет.

2001 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка уйрӑмне вӗренсе  пӗтерет, аслӑ пӗлӳ илет.  Ун хыҫҫӑн Владимир Павлов районти культура ҫуртне методист пулса ӗҫе вырнаҫать. 2001 ҫулта юрлама-ташлама юратакан ҫынсене хӑй тавра пухса  «Каҫал»  фольклор ансамбльне  йӗркелесе ярать. Пултаруллӑ коллектива  2006 ҫулта «халӑх» ятне панӑ.  «Каҫал» халӑх фольклор  ансамбльне  пуҫарса янӑранпа  часах 25 ҫул ҫитет.

2012 ҫулта пултаруллӑ ентеш  хуткупӑсҫӑсен, арҫынсен фольклор ансамбльне  йӗркелесе ярать. Володя ялсем тӑрӑх ҫӳресе ӗлӗкхи юрӑсене, йӑла-йӗркесене йӑлтах ваттисенчен ҫырса илет. Ҫак  пуянлӑха вӑл чӑваш ҫӗрӗнче кӑна мар, урӑх республикӑсемпе облаҫсенче, ют ҫӗршывра  пурӑнакансем умӗнче те хӑйӗн ансамблӗпе  кӑтартма пултарать. Володя хӑй те купӑспа та, баянпа та ҫӑмӑл та ӑста вылять.

Владимир Павлов  ертсе пыракан  ансамбль пултарулӑхне  Санкт-Петербургри «Мир» телекомпани, Самарӑри  патшалӑх телевиденийӗ, Чӑваш наци телевиденийӗ   ӳкерсе  халӑх умне кӑларнӑ.

Владимир Павлович Павлов  —  Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура  ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн «Душа России» преми лауреачӗ.

Кӑҫал Питрав кунӗнче  Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗнче  ял уявне питӗ анлӑн уявларӑмӑр. Владимир Павлович ҫак уявран айккинче юлмарӗ. Ансамбль тата унти купӑсҫӑсем  хӑнасене, ял халӑхне  хӑйсен юрри-ташшисемпе, кӗввисемпе савӑнтарчӗҫ. Ҫакӑ пирӗншӗн питӗ пысӑк хисеп пулчӗ. Ҫӗнӗ Кипеҫ каччин  пултарулӑхӗ ан иксӗлтӗр,  вӑл ҫулран-ҫул пуянланса, аталанса пытӑр.

Ентешпе,  Володьӑпа эпир мухтанатпӑр, савӑнатпӑр, сывлӑх сунатпӑр. Ҫемьере яланах килӗшӳ те тӑнӑҫлӑх хуҫалантӑр.

«Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ Турци ҫӗршывӗнчи 24 хулара пурӑнакансене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарма пултарнӑ. Вӗсем Раҫҫейри  тӗрлӗ  хуласенче  хӑйсен юрри-ташшисемпе  сцена ҫине  тухнӑ: Сочи,  Санкт-Петербург, Мускав, Пермь, Калуга, Воронеж, ҫавӑн пекех Крым, Коми,  Пушкӑртстан республикисенче… шучӗ те ҫук.

Галина НОВИКОВА,

ял старости.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *