Вторник, 13 октября

Кашни тӗркем – салтаксемшӗн чунри хӗлхем

Хальхи вӑхӑтра Комсомольски муниципалитет округӗнчи кашни ялта тенӗ пекех Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене май пур таран пулӑшма, хавхалантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Тыл паттӑрӗсен тӗп ӗҫӗсенчен пӗри — салтаксене хӳтӗлев сеткипе тивӗҫтересси. Ку тӗлӗшпе кашни ялта пурӑнакансем пысӑк хастарлӑхпа ҫак ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ.

Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑмсем шӑматкунпа вырсарникунсӑр пуҫне кашни кунах ял клубӗсенче, округ центрӗн паркӗнче, «Кӗмӗл ӳсӗм» центрта, ҫӗвӗ цехӗнче  сетка ҫыхма, плащсемпе утиялсем ҫӗлеме  пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Ҫак ӗҫре пурте хастар.  Малашне вара ҫанталӑк сивӗтнӗрен салтаксем валли ӑшӑнмалли ҫуртасем хатӗрлеме тытӑнаҫҫӗ. 

Иртнӗ эрнере уйрӑмах Комсомольски, Нӗркеҫ, Тӗвенеш, Ҫӗнӗ Кипеҫ, Хирти Сӗнтӗр, Аслӑ Чурачӑк, Хырай Ӗнел, Асанкасси, Виҫпӳрт ялӗсенче пурӑнакансем хастарлӑхпа палӑрнӑ. Вӗсем сеткӑсем ҫыхнӑ, плащсем, утиялсем  ҫӗленӗ. Пӗтӗмпех — салтаксем валли. Хатӗр япаласене ҫийӗнчех кирлӗ вырӑна ӑсатаҫҫӗ. Ку енӗпе волонтерсем маттур ӗҫлеҫҫӗ.  Вӗсем тӑтӑшах пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫе хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ.  Пурте  ывӑлӗсем, тӑванӗсем, юлташӗсем СВОран ҫӗнтерӳпе таврӑнасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

Алевтина АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *