Вторник, 13 октября

Кивӗ мечет вырӑнӗнче – палӑк

Кивӗ мечет вырӑнӗнче – палӑк

«Ҫак паллӑ пулӑм пирӗн чӗресене ҫывӑхлатать, истори тымарӗсене сыхласа хӑварас  енӗпе пӗрле тунӑ  ӗҫӗн пӗлтерӗшне палӑртать. Йӑла-йӗркепе культурӑна хисепленине кӑтартакан  паллӑ вырӑна тӑвас  тӗлӗшпе ӗҫленӗ кашни ҫынна чӗререн тав тӑватӑп», — терӗ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин Чӗчкен ялӗнче унччен мечет пулнӑ  вырӑнта палӑк уҫнӑ вӑхӑтра. Ҫак утӑм  ял ҫыннисемшӗн, уйрӑмах ҫитӗнекен ӑрушӑн пысӑк  пулӑм пулнине Чӑваш Республикин Муфтийӗ Ильяс хазрат Сафиянов, Чӑваш Енри  тутарсен наципе культура пӗрлешӗвӗн председателӗ Агзам Шакиров,  Чӑваш Республикинчи мӑсӑльмансен Тӗн управленийӗн председателӗ Мансур хазрат Хайбуллов, тутарсен паллӑ писателӗ, Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Ркаил Зейдулла (Зейдуллин), округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Рамиль Идиатуллин, Чӗчкенти  мечет имам-хатыбӗ Небиулла хазрат  Идиатуллин,  Чӗчкен территори уйрӑмӗн начальникӗ Рева Жукова  палӑртрӗҫ.

1863 ҫулта ку вырӑнта ял ҫыннисен укҫи-тенкипе пӗр хутлӑ мечет туса лартнӑ. 1897 ҫулта вара  ҫамрӑк та пултаруллӑ мулла Мухаммедфатих  Мардеев тӑрӑшнипе   икӗ хутлӑ мечете хута янӑ. 1936 ҫулччен, ӑна хупиччен, вӑл ялти тӗне ӗненекенсен центрӗ пулса тӑнӑ. 1991 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнче ял халӑхӗ тӑрӑшнипе  урӑх вырӑнта ҫӗнӗ мечет ӗҫлеме пуҫланӑ.

Малтанхи ӗмӗрсенче мечет пулнӑ вырӑна тирпей-илем кӗртес, паллӑ вырӑн тӑвас  енӗпе Х.С.Идиатуллин тунӑ пуҫарӑва ял ҫыннисем ырласа йышӑннӑ. Укҫа-тенкӗ пуҫтарса, ял халӑхӗ пӗрле тӑрӑшса ку лаптӑка  илемлӗхпе тирпейлӗх сӑнӗ кӗртнӗ. Юнашарах, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пулнисене асӑнса лартнӑ стелӑран инҫех мар, мечете сӑнлакан палӑк пулни ял ҫыннисем хӑйсен историне асра тытнине туллин ҫирӗплетет.  Ҫак паллӑ вырӑна  тирпей-илем кӗртес ӗҫе  хастар хутшӑннӑшӑн Хасият Семигулловича Тӗн управленийӗн Тав Ҫырӑвне парса чысланӑ.

Мечете асӑнса лартнӑ палӑка уҫнӑ ҫӗре ялта пурӑнакан аксакалсемпе пӗрлех ҫамрӑксем те йышлӑн  пуҫтарӑннӑ.

Рафик Садыков,

ял старости.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *