Вторник, 13 октября

1000-мӗш утиял хатӗр

1000-мӗш утиял хатӗр

Аслӑ ӑрун «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрне ҫӳрекенсем кулленех ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене пулӑшас тесе ырми-канми ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, дронсенчен хӳтӗлекен утиялсемпе плащсем ҫӗлеҫҫӗ. Хӗрарӑмсем хатӗрленӗ япаласем салтаксене ҫапӑҫури йывӑр условисенче пысӑк пулӑшу кӳреҫҫӗ.

Ҫак кунсенче активистсем дронсенчен хӳтӗленме пулӑшакан 1000-мӗш утияла хатӗрленӗ. Кашни ҫакӑн пек япала хыҫӗнче ҫӗршер сехет ӗҫ, тӑрӑшуллӑ алӑсем, фронтри ентешсене пулӑшас туртӑм.

Хальхи ҫӑмӑл мар вӑхӑтра куратпӑр ӗнтӗ — ҫынсем чӑн-чӑн патриотлӑх кӑтартса ҫирӗп тыл пулма, ҫапӑҫусене кӗрекенсене май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе чун ыйтнипе хутшӑнакансем умӗнче пуҫ таятпӑр, вӗсем чи пысӑк тав сӑмахӗсене тивӗҫ.

Алевтина АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *