Суйлав ыйтӑвӗсене уҫӑмлатаҫҫӗ

Округра «Информ УИК» проект старт илнӗ. Вӑл ҫывхарса килекен суйлавпа ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатма пулӑшать. Суйлав комиссийӗн членӗсем килӗрен ҫӳресе суйлав хӑҫан иртни, унта мӗнле майпа сасӑлама пултарни ҫинчен каласа параҫҫӗ, суйлавҫӑсен ыйтӑвӗсене хуравлаҫҫӗ.

Ҫапла кӑҫал эпир сентябрӗн 12—14-мӗшӗсенче Чӑваш республикин Пуҫлӑхне суйлатпӑр. Ҫак кунсенче суйлав участокне пырса е дистанци мелӗпе сасӑлама пулать. Тухса ҫӳрейменнисем патне суйлав комиссийӗн членӗсем килех килме пултараҫҫӗ.

Пирӗн округра суйлав комиссийӗн 96 членӗ килӗрен ҫӳреме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Сирӗн ҫитес сасӑлавпа ҫыхӑннӑ ыйтусем пур пулсан шӑпах вӗсемпе тӗл пулма тӑрӑшӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *