Иртнӗ шӑматкун Комсомольскинчи «Кӗтне» спорт шкулӗн территорийӗнче велосипед спорчӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Спортсменсем «велокросс» дисциплинӑра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерӗн Владимир Красновӑн призӗсене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ.
Владимир Николаевич —паллӑ тренер, спорт мастерӗ, пирӗн ентеш. Вӑл республика тата Раҫҫей шайӗнче велоспорта аталантарас тесе нумай ӗҫ пурнӑҫлать. Ҫавӑн пекех тӑван тӑрӑха та килсе ҫӳрет, ӑмӑртусем йӗркелет.
Кӑҫал та спорт уявне хутшӑнакансем йышлӑн пулнӑ. Велосипед спортне юратакансем тӗрлӗ ушкӑнсене пайланса ӑмӑртнӑ. Ачасем ҫеҫ мар, ветерансем те ҫак спорт тӗсне кӑмӑлланине палӑртса старта тухнӑ. Ӑмӑртакансем пысӑк ӑсталӑх тата хӑвӑртлӑх кӑтартса дистанцие парӑнтарнӑ. Чи малтан финиша ҫитекенсем парнесене тивӗҫнӗ.
Валерий ДЕНИСОВ.

