Нумаях пулмасть Шупашкар муниципаллӑ округӗнче Пуҫлӑх тата муниципаллӑ служащи кунӗ иртнӗ. Вӑл юрӑ-ташӑпа, спорт ӑмӑртӑвӗсемпе тата ытти мероприятисемпе пуян пулнӑ.
Муниципаллӑ служащисем хутӑш эстафетӑра ӑмӑртнӑ, волейбол тата мини-футбол турнирӗсенче тупӑшнӑ. Округ пуҫлӑхӗсем курӑк ҫулас ӑсталӑхне кӑтартса панӑ. Ҫавӑн пекех хӑйӑр тултарнӑ михӗпе пӗшкӗнес, тиенӗ урапана кустарас енӗпе тата вӗрен туртассипе ӑмӑртусем питӗ хӗрӳ иртнӗ.
Унпа пӗрлех республикӑри кашни округ ӗҫченӗсем хӑна ҫурчӗсемпе паллаштарнӑ.
Культура ӗҫченӗсем пуҫтарӑннисене юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Мероприятире ҫавӑн пекех чи тӑрӑшуллӑ та маттур муниципаллӑ служащисене, ял территорийӗсен пуҫлӑхӗсене тӗрлӗ наградӑсемпе чысланӑ.

