Вторник, 13 октября

Влаҫпа халӑх хушшинчи ҫыхӑну кирлех

Влаҫпа халӑх хушшинчи ҫыхӑну кирлех

Халӑхпа влаҫ органӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесен,  пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӗрле сӳтсе явса татса парсан аталану ҫулӗпе ҫирӗппӗн утма пулать. Округри Обществӑлла палата шӑпах влаҫпа ҫынсем хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелесе пырассине мала хурать,  ӗҫлӗ диалога тытса пыма пулӑшать. Хаҫатӑн паянхи хӑнипе — округри Обществӑлла палатӑн председателӗпе Кияметдин Мифтахутдиновпа шӑпах ҫак организацин ӗҫӗ-хӗлӗ,  тӗллевӗсем ҫинчен калаҫрӑмӑр,  вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫне пӑхса тухрӑмӑр.

— Кияметдин Садртдинович,  каласа парӑр-ха,  Обществӑлла палата вӑл мӗнле организаци,  мӗнле ӗҫсем туса пырать?

— Муниципаллӑ округӑн Обществӑлла палати влаҫ тата общество хушшинчи пӗлтерӗшлӗ ҫыхӑну пайӗ пулса тӑрать. Эпир саккун тӑвас ӗҫ мӗнле пулса пынине тӗрӗслетпӗр,  вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗҫне хак паратпӑр,  халӑхпа хире-хирӗҫле ҫыхӑну тытса пыратпӑр. Пирӗн тӗп тӗллев — влаҫа халӑхшӑн тата та уҫӑрах тӑвасси,  граждансен прависене хӳтӗлесси. Эпир тӗрлӗ енсем ҫине тимлӗх уйӑратпӑр% нормативлӑ право акчӗсен проекчӗсене сӳтсе яватпӑр,  патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсемпе усӑ курассине халӑхшӑн тата та ҫывӑхрах тума сӗнӳсем паратпӑр,  вырӑнти активлӑ ҫынсемпе калаҫса вӗсен шухӑшӗсене ыйтса пӗлетпӗр тата ытти те.

— Влаҫпа халӑх хушшинчи ҫыхӑнӑва тытса пырасси мӗнле пурнӑҫланать;

— Куллен округ ҫыннисемпе хутшӑнса эпир вӗсене мӗн пӑшӑрхантарнине ыйтса пӗлетпӗр,  кашни ҫивӗч ыйтӑва татса парас тесе вӑй хуратпӑр. Пирӗн урлӑ округра пурӑнакансем ялсене тирпей-илем кӗртес,  медицина пулӑшӑвне лайӑхлатас,  вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнетес тата ытти сферӑна пырса тивекен ыйтусем тӑрӑх йышӑнусем тӑвасси ҫине витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Эпир халӑхран килекен сӗнӳсемпе шухӑшсене шута илсе муниципалитет ертӳлӗхӗ патне ҫитеретпӗр.

— Паянхи кун Обществӑлла палатӑра активлӑ сӳтсе явакан ыйтусем шутӗнче мӗнлисене асӑнма пулать;

— Халӑха яланах тавралӑха тирпей-илем кӗртесси,  ял урамӗсенче йӗркене тытса пырасси пӑшӑрхантарать. Ку енӗпе юлашки ҫулсенче округра чылай проекта,  ҫав шутра пуҫаруллӑ бюджет программи урлӑ та,  ӗҫе кӗртрӗҫ. Ҫулсене юсани,  вӑрҫӑ паттӑрӗсене асӑнса ҫӗнӗ палӑксем лартни,  масарсене йӗркене кӗртни,  ялсенчи пӗвесене юсани —  ҫаксем пурте округ ҫыннисен пурнӑҫне хӑтлӑлатас тӗллевпе тунӑ ӗҫсем. Вӗсене пурнӑҫа кӗртессине эпир те хамӑрӑн тӳпене хывнӑ. Халӗ ҫуллахи вӑхӑтра та татса памалли ыйтусем нумай,  ҫав шутра ачасен канӑвне йӗркелесси,  шкулсене юсасси тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗрлесси…

Паянхи тепӗр ҫивӗч самант — Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавне тивӗҫлӗ шайра йӗркелесе ирттересси. Обществӑлла палата членӗсем суйлав вӑхӑтӗнче сӑнавҫӑсем пулса суйлав участокӗсен ӗҫне хаклаҫҫӗ,  йӗркене пӑсасран асӑрхаттараҫҫӗ. Каласа хӑвармалла% республика ертӳҫи Олег Алексеевич Николаев регион аталанӑвӗшӗн нумай ӗҫ пурнӑҫласа пырать. Вӑл пуҫарнӑ «Сывлӑх патне утӑм»,  «Хаваслӑ ҫу кунӗсем»,  «Мирлӗ пурнӑҫ патне утӑм» тата ытти проектсене республикӑри пиншер ҫын хутшӑнса вӗсем халӑхшӑн усӑллӑ пулнине палӑртрӗҫ. Эпир Олег Алексеевичӑн ӗҫне пысӑка хурса хаклатпӑр,  ҫитес суйлавра та халӑх унӑн пуҫарулӑхне,  ертӳҫӗ пултарулӑхне тӗпе хурса регионшӑн кирлӗ йышӑну тӑвасса шанатпӑр.   

— Округ ҫыннисене мӗн суннӑ пулӑттӑр?

— Таврара ырӑ улшӑнусем ытларах пулччӑр тесен обществӑлла пурнӑҫа активлӑн хутшӑнмалла. Обществӑлла палата кашни пуҫарӑва тата кашни сӗнӗве пӑхса тухма хатӗр. Пирӗн пухусене хутшӑнса хӑвӑра мӗн килӗшменнине палӑртма,  ҫивӗч ыйтусене тата вӗсене татса пама пулӑшакан мелсене уҫӑмлатма пултаратӑр. Пӗрле тӑрӑшсан пирӗн округ пурнӑҫӗнче пысӑк улшӑнусем тума,  пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма май пулӗ. 

— Тавтапуҫ калаҫушӑн. Малашне те тӑван округ аталанӑвӗшӗн тӑрӑшса вӑй хума ӑнӑҫу сунатпӑр. Халӑхпа влаҫ хушшинчи ҫыхӑну ҫирӗпленсех пытӑр.

 Наталья КАЛАШНИКОВА.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *