Вторник, 13 октября

Тӑван тӑрӑхра тӗпченӗ, ачасене ҫулҫӳреве илсе ҫӳренӗ

Тӑван тӑрӑхра тӗпченӗ, ачасене ҫулҫӳреве илсе ҫӳренӗ

Округри таврапӗлӳҫӗсем хӑйсен черетлӗ тӗлпулӑвне Б.Г.Кокорева халалларӗҫ. Борис Григорьевича аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл район историйӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ачасене тарӑн пӗлӳ панипе пӗрлех тӑван тавралӑх историне тӗпчес енӗпе нумай ӗҫленӗ. «Ҫӗр тата ҫынсем» музее йӗркелесе янӑ.

Борис Григорьевич Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере 1919 ҫулхи  июлӗн 25-мӗшӗнче  кун ҫутине килнӗ. Ашшӗ, Григорий Ильич, хутла пӗлекен ҫын пулнӑ. 1924 ҫулта ял ҫыннисем «Красная заря» юлташлӑх туса хурсан ун председателӗ пулма Григорий Кокорева шаннӑ. Мӑшӑрӗ Иустиния шкулта вӗренмен пулсан та ачисене тӗрӗс воспитани пама тӑрӑшнӑ. Кокоревсем ачисем пӗлӳ илччӗр тесе ҫине тӑнӑ. Тӗпренчӗкӗсем ашшӗ-амӑшӗн шанӑҫне тӳрре кӑларнӑ. Хӗрӗсем Агапия, Екатерина, Матрона (Рона) вӗренсе педагогсем пулса тӑнӑ. Анна финанс техникумне пӗтернӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте бухгалтерта, тӗп бухгалтерта ӗҫленӗ. Георгий институт пӗтернӗ хыҫҫӑн чылай вӑхӑт пулӑ тирпейлекен производствӑра тӑрӑшнӑ, ҫӗршыври пулӑ промышленноҫӗн министрӗн ҫумӗ пулса та ӗҫленӗ. Павел Хусанти университетра вӗреннӗ, Канашри финанс техникумӗнче преподавательте вӑй хунӑ, ЧАССР финанс наркоматӗнче те ӗҫленӗ. Ӑна 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ пулнӑ, 1991 ҫулта реабилитациленӗ. Кокоревсен аслӑ ывӑлне Петра Канаш станцийӗнче шурӑ гвардеецсем ашшӗн революцилле ӗҫӗсемшӗн персе вӗлернӗ.

Борис ачасенчен чи кӗҫӗнни пулнӑ. Ялти шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл колхозра ӗҫленӗ, НКВДӑн районти уйрӑмӗнче делопроизводитель пулса тӑрӑшнӑ. 1939 ҫулта Хӗрлӗ ҫар ретне тӑнӑ. Службӑран таврӑнсан Комсомольски вӑтам шкулӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл 1942 ҫулта фронта тухса кайнӑ. 20-мӗш танк бригадинче стрелок пулса ҫапӑҫнӑ.

Тӗплӗнрех

https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *