Вторник, 13 октября

Ачасем – тирпейлӗхшӗн

Тасатнӑ ҫӗрте мар, вараламан ҫӗрте таса, тенӗ ваттисем. Чӑнах та, пӗрмай тасатса тӑрсан та куллен ҫӳп-ҫап пӑрахса тӑракансем пур пулсан ҫак вырӑн тирпейлӗ пулаймӗ.

Ҫак кунсенче округ администрацийӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ Ольга Григорьева ертсе пынипе хастар ачасем Комсомольскинчи Ҫурҫӗр поселокӗнче субботник ирттернӗ. Вӗсем ача-пӑча площадкине тата плотина патне каякан ҫул хӗррисене ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Пуҫаруллӑ арҫын ачасем хӑйсен ӗҫӗпе тавралӑхри тирпейсӗрлӗх вӗсене те пӑшӑрхантарнине, вӗсем хӑтлӑ та таса вырӑнта пурӑнасшӑннине ҫирӗплетсе панӑ.  

Палӑртса хӑварар: акци «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей шывӗ» программӑпа пурнӑҫа кӗнӗ. Йӗри-тавра тирпей-илем кӗртес ӗҫе кашниех хутшӑнма пултарать. Ачасенчен тӗслӗх илсе ыттисем те ӗҫе пикенессе шанатпӑр.

Наталья Медведева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *