Вторник, 13 октября

Сахал тупӑшлисене – субсиди

Сахал тупӑшлисене – субсиди

Июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен тарифӗсем пысӑкланнӑ май республикӑра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ тӳлевсем тӗлӗшпе патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курас ыйтупа кӑсӑкланать.

Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, РФ Ӗҫлев кодекспе килӗшӳллӗн граждансем коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлемелли виҫе ҫемьен пӗрлехи тупӑшӗн 22 процентӗнчен иртсен субсиди илме пултараҫҫӗ. Субсиди виҫине палӑртнӑ чухне ҫемьен пӗрлехи тупӑшне, регионӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен хакӗн стандартне, кашни муниципалитет валли уйрӑммӑн ҫирӗплетнӗскере, тӗпе хураҫҫӗ. Граждансем коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлекен виҫе пӗлтерӗшлӗ мар. Ҫемьен пӗрлехи е пӗччен пурӑнакан ҫыннӑн тупӑшне субсиди илмешкӗн ӑна пама ыйтса ҫырнӑ уйӑх умӗнхи ултӑ календарь уйӑхӗшӗн палӑртаҫҫӗ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлеме 5300 ҫемьене субсиди панӑ. Январь — июнь уйӑхӗсенче ҫемье пуҫне панӑ укҫàн вӑтам виҫи 1,5 пин тенкӗпе танлашнӑ. 2025 ҫулта пулӑшӑвӑн ҫак тӗслӗхӗ валли республика бюджетӗнче 340,5 миллион тенкӗ пӑхса хӑварӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *