Вторник, 13 октября

Моряксем уява пуҫтарӑннӑ

Моряксем уява пуҫтарӑннӑ

Тинӗс-ҫар флочӗн кунне округра кашни ҫулах анлӑн уявлаҫҫӗ. Кӑҫал та уяв пирӗн ҫӗршывӑн флочӗн историйӗпе, унӑн йӑлисемпе мӑнаҫланакансене пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ.

Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ моряксене асӑнса лартнӑ Комсомольскинчи палӑк патне тӗрлӗ ҫулсенче тинӗс-ҫар флотӗнче службӑра тӑнисем, кадетсем тата ыттисем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин палӑк патне чечексем хурса эпир кашнинех асра тытнине, хисепленине, пирӗн паттӑрсемпе мӑнаҫланнине палӑртнӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче тинӗсре службӑра пулнисем ҫак уяв вӗсемшӗн уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшли, вӗсем ҫакӑн пек хисеплӗ ҫар тӗсӗнче салтак вӑхӑтне ирттернипе мӑнаҫланни ҫинчен каланӑ. Кадетсем бал ташши ташласа куракансене тыткӑнланӑ.

Аслӑ ҫултисем те, ҫамрӑксем те, ачасем те пӗрле пуҫтарӑнса Тинӗс-ҫар флочӗн кунне уявлани патриотла воспитани округра пурӑнакансемшӗн пӗлтерӗшлӗ вырӑнта пулнине ҫирӗплетет. Ҫакӑн пек уявсем ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнӑва упрама пулӑшаҫҫӗ, ҫамрӑксене салтака кайса ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлама хавхалантараҫҫӗ.

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *