Вторник, 13 октября

Ахаль ӗҫ мар,  чун туртӑмӗ

Ахаль ӗҫ мар,  чун туртӑмӗ

Ҫыннӑн чи хаклӑ тупри — сывлӑх. Ӑна мӗн пӗчӗкрен упрама, тӗрлӗ чир-чӗртен сыхланма, сипленме пулӑшакансем — медицинӑра тӑрӑшакансем. Кашни ҫулах июнӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче эпир вӗсене уявпа саламлатпӑр, пархатарлӑ ӗҫӗшӗн тав тӑватпӑр, професси тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫӗрте ӑнӑҫу сунатпӑр.

Июнӗн 17-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче шурӑ халатлӑ ӗҫченсем уява пуҫтарӑннӑ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗн ҫумӗ Вячеслав Кополухин, Комсомольски муниципаллӑ округӑн Обществӑлла палата председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов тата районти тӗп больницӑн тӗп врачӗ Инна Ефремова вӗсене ӑшшӑн саламланӑ, ҫынсен сывлӑхне сыхлас ӗҫре малашне те тӑрӑшса вӑй хума, тимлӗ пулма, ҫитӗнӳсем тума суннӑ. 

Чи пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ ӗҫченсем тӗрлӗ шайри наградӑсене тивӗҫнӗ. Елена Безменова медицина сестрине РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗн Тав хучӗпе, Зульфия Азизовӑна тата Элпуҫӗнчи ФАП заведующине Светлана Долговӑна ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Хисеп грамотисемпе чысланӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ врачӗ Татьяна Тимергалеева ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерствин «За верность профессии» Дипломне тивӗҫнӗ. 

Николай Никандрович хӑйӗн сӑмахӗнче медик профессийӗ ӗҫ ҫеҫ мар, чун туртӑмӗ пулнине, медицинӑра ӗҫлеме ырӑ кӑмӑл, ҫӳллӗ професси шайӗ кирлине палӑртнӑ. Вӑл Кироври ФАП заведующине Татьяна Матвеевӑна, Шурутри пӗтӗмӗшле практика врачӗн уйрӑмӗн медицина сестрине Светлана Пыркинана тата Урмаелӗнчи пӗтӗмӗшле практика врачне Лейсен Чумаровӑна Комсомольски муниципаллӑ округ администрацийӗн Хисеп грамотисене панӑ. Районти тӗп больницӑра тӑрӑшакан Инна Смирнова, Ольга Пыркина, Марина Александрова, Екатерина Ефимова, Алина Марина муниципаллӑ округ администрацийӗн Тав хучӗсене тивӗҫнӗ. Хастар ӗҫченсене ҫавӑн пекех «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн Тав ҫырӑвӗсемпе, округри депутатсен Пухӑвӗн Хисеп грамотисемпе, профсоюзӑн Хисеп грамотисемпе чысланӑ.

Уяв концерчӗ юрӑ-ташӑпа пуян пулнӑ, пуҫтарӑннисем сцена ҫинчи артистсен пултарулӑхӗпе киленсех паллашнӑ. Мероприятире ҫавӑн пекех Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра аманнисене ҫӑлнӑ тухтӑрсемпе медицина сестрисене тата паянхи кун ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулӑшу кӳрекенсене аса илнӗ, сывлӑх сыхлавӗн ветеранӗсене тав тунӑ.  Уявра янӑранӑ салам сӑмахӗсем медицина профессийӗ унччен те, паян та чи кирлисенчен, чи хисеплисенчен пӗри пулнине ҫирӗплетнӗ. 

Гелия ГИНАТУЛЛИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *