Вторник, 13 октября

«Туриада» хавхалантарать

Чӑваш Енри пур округри 80 ытла ҫемье республикӑри ашшӗ-амӑшӗсен «Туриада — 2025»  фестивальне пухӑннӑ. Виҫӗ куна тӑсӑлакан фестиваль программи пуян та тулли: вӗренӳ  площадкисем, специалистсемпе калаҫусем.

Ашшӗ-амӑшӗсен «Туриада» фестивале  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев старт панӑ.

«Фестиваль ҫемье хаклӑхӗ, йӑли-йӗрке мӗн тери пӗлтерӗшлине уҫҫӑн кӑтартса парать. Обществӑлла проектсене хутшӑнни ҫемьери  ҫыхӑнусене  ҫирӗплетет тата кирек мӗнле задачӑсене те татса пама,  ҫав шутра Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме пултаракан ҫирӗп общество йӗркелеме пулӑшать. Пирӗн ентешсем Раҫҫейӗн ытти регионӗсенче пурӑнакансемпе пӗрле ҫак пысӑк миссие пурнӑҫлаҫҫӗ.   Вӗсем ҫакна асаттесен йӑли-йӗркине сыхласа хӑварма тата ӑна ҫитӗнекен ӑрӑва пама пултарччӑр тесе тӑваҫҫӗ», — палӑртнӑ Олег Николаев.

Фестиваль тӗллевӗ — ашшӗ-амӑшӗсене тӗрлӗ мероприятисене хутшӑнтарасси, активлӑ пурнӑҫ йӗркине тата ҫемьери канӑва ҫутҫанталӑкра аталантарасси.

Фестиваль тӗп мероприятийӗсенчен пӗри — ҫавра сӗтел йӗркелени. Унта регион пуҫлӑхӗ шкулсенчи ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗсен представителӗсемпе,  ашшӗ-амӑшӗсен пуҫарӑвӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри II-мӗш конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисемпе пӗрлехи воспитани парасси пирки тата вӗренӳ сферинче ашшӗ-амӑшӗпе  патшалӑх тытӑмӗсен, общество организацийӗсен хутшӑнӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн пекех Раҫҫейри ашшӗ-амӑшӗн обществисен ӗҫне аталантармалли малашлӑхсене пӑхса тухнӑ.

Фестиваль программинче ашшӗ-амӑшӗн обществисен пуҫарӑвӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри III конкурсне проектсем хатӗрлес енӗпе стратегиллӗ сесси ирттерме палӑртнӑ. Раҫҫей «Знание» обществин лекторӗсем ача-пӑчана  воспитани парас,  ҫемьери укҫа-тенкӗне перекетлес,  патриотизмпа ӑс-хакӑл хаклӑхӗсен темисене сӳтсе явӗҫ.     

          (ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *