Вторник, 13 октября

Пулӑшма яланах хатӗр

Пулӑшма яланах хатӗр

Июнӗн 8-мӗшӗнче социаллӑ пулӑшу паракан ӗҫченсем професси кунне уявлаҫҫӗ. Уяв ҫывхарса пынӑ май ӗҫченсене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламларӗ. Ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа, ҫак сферӑра чылай ҫул ӗҫлекенсене Хисеп грамотисемпе чысларӗ. Паянхи кун асӑннӑ сферӑра тӑрӑшакансем социаллӑ пулӑшу парас енӗпе тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.

Районти  социаллӑ пулӑшу паракан центр специалисчӗсемпе ӗҫченӗсем ватӑсене килте пулӑшу кӳрес, социаллӑ центрсенче пурӑнакан ватӑсемпе инвалидсене пӑхас, тӗрлӗ ыйтусем ҫине консультаци парас,  ҫемьсемпе ачасене пулӑшас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.  Сӑмахран,  паянхи куна 85 ватӑ ҫын килте пулӑшу илет. Унпа пӗрлех Шурут ялӗнче вырнаҫнӑ  социаллӑ центрта 11 ҫын пурӑнать.  Вӗсен ватлӑх кунӗсене туллин ирттерме кунта пур услови те пур.  Ашшӗ-амӑшӗсене, ачасене йывӑр вӑхӑтра пулӑшу  кӳрес тесе те сахал мар ӗҫ пурнӑҫланать. Специалистсем ҫемьесемпе тӗл пулаҫҫӗ, мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Паянхи куна специалистсем  23 ҫемьене тимлеҫҫӗ, вӗсенче 57 ача ҫитӗнет.

А.Мариян.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *