Ачасен художествӑлла пултарулӑхӗн «Черчен чечексем» республикӑри фестиваль-конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унта 7—16 ҫулсенчи пултаруллӑ ачасем хутшӑннӑ. Пурӗ конкурса Чӑваш Енӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен 600 ытла заявка тӑратнӑ.
Фестивальте Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнче тата Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекенсем палӑрнӑ. «Фольклор творчестви» номинацире ачасен «Тевет» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Т.В.Макарова) I степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. «Шӑпчӑксем» чӑваш фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Г.Г.Степанова) III степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Пирӗн округри ташӑҫӑсем те конкурсра пултарулӑхне туллин кӑтартса панӑ. «Островок» ушкӑна ҫӳрекенсем (ертӳҫи Т.Е.Иванова) I тата II степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн 8-мӗш кадет класӗн бал ансамблӗ те фестивалӗн I степеньлӗ лауреачӗ ята тивӗҫнӗ.
Фестиваль-конкурсӑн гала-концерчӗ июнӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра иртӗ.

