Хӑш-пӗр ҫынсемшӗн професси чун-чӗрен пайӗ пулса тӑрать. Нумай ҫул пӗр ӗҫре вӑй хурса, куллен хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫласа вӗсем ял ҫинче хисепе тивӗҫеҫҫӗ. Кӗҫӗн Каҫалта пурӑнакан Зоя Марина ӗмӗрне аптекӑра ӗҫлесе ирттернӗ. Унӑн тӑрӑшулӑхӗ, юратнӑ ӗҫе чунтан парӑнни, ҫынсене пулӑшма яланах хатӗр пулни — пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх.
Зоя Марина 1931 ҫулта Шупашкар районне кӗрекен Кӳкеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 8 класлӑ шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти фармацевтика шкулне вӗренме кӗнӗ. 1950 ҫулта ӑна ӑнӑҫлӑн пӗтерсе провизор пулӑшуҫи пулса тӑнӑ. Ҫамрӑк специалиста направленипе Инҫет Хӗвелтухӑҫне Хабаровск хулине ӗҫлеме янӑ. Унта вӑл аптекӑра рецептар-контролерта 3 ҫул тӑрӑшнӑ.
Тӑван тӑрӑхран инҫетре пурнӑҫа тӗпрен улӑштаракан тӗлпулу пулса иртнӗ, хӗр чӑваш каччипе — Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Хабаровскра ҫар службинче тӑракан Павӑлпа паллашнӑ. Икӗ ҫамрӑк хушшинче юрату туйӑмӗ ҫуралнӑ. Зоя каялла Чӑваш Ене таврӑнса Павӑлпа ҫемье чӑмӑртанӑ, вӗсем виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ.
Комсомольскинче те ҫамрӑк специалист валли ӗҫ тӳрех тупӑннӑ. Вӑл 41-мӗш номерлӗ аптекӑра ассистентра тӑрӑшма пикеннӗ. 1974 ҫулта ӑна заведующи-фармацевт заместительне куҫарнӑ. Ҫак аптекӑра Зоя Николаевна 1990 ҫулччен вӑй хунӑ, халӑха кирлӗ эмелсемпе вӑхӑтра тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ. Пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ унӑн — 40 ҫул ытла. Тӑрӑшуллӑ специалиста нумай наградӑпа, юбилей медалӗсемпе чысланӑ. 1978 ҫулта «СССР сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ» ята та панӑ.
«Аптека ҫурчӗ кивӗччӗ, Патӑрьел районӗнчен куҫарса килнӗ йывӑҫ ҫуртчӗ (вӑл кулак ҫурчӗ пулнӑ). Вутӑпа хутаттӑмӑр. Вутти сахалччӗ. Аптека заведующийӗ ӑна мӗн чухлӗ пӗтернине тӗрӗслесех тӑратчӗ. Вутта вӑрттӑн кӑмакана ывӑтаттӑмӑр. Ирхине ӗҫе килнӗ ҫӗре дистилляциленӗ шыв ҫиелтен пӑрланса ларатчӗ. Стерильлӗ пӳлӗмре эмелсем хатӗрлеме пикениччен вутӑ вакласа кӑмака хутаттӑмӑр, пӳлӗмсене ӑшӑтаттӑмӑр», — аса илет иртнине Зоя Николаевна.
Ун чухне Комсомольски больници тата халӑх валли чылай эмеле кунта хатӗрленӗ, ҫав шутра кожвендиспансер валли маҫсем, инъекци тумалли тата куҫа ямалли эмелсем, суппозиторисем, порошоксем, настойсемпе курӑк шывӗсем. «Нумай ҫул Анна Федоровна Кокарева фармацевтпа, Анна Николаевна Федорова (Шалина), Валентина Егоровна Чукмарева, Юрий Петрович Кутаков заведующисемпе ӗҫлерӗм. Лайӑх ӗҫленӗшӗн СССРти тӗрлӗ хуласене, ҫав шутра Киева, Прибалтикӑна, Ленинграда, Мускава, Хусана, Чӗмпӗре кайма турист путевкисем паратчӗҫ», — каласа парать Зоя Марина.
Аптека ӗҫченӗсене эмел курӑкӗсем пуҫтарас енӗпе пысӑк плансем панӑ. Пӗтӗм коллективпа пӗрле вӗсене пуҫтарнӑ, типӗтнӗ. Ку ӗҫе яланах планран ирттерсе пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Ҫакӑншӑн маттур ӗҫченсене премисемпе савӑнтарнӑ.
«Аптекӑн кивӗ ҫуртӗнчен ҫӗннине куҫни халӗ те асра. Ҫурта строительсем хыҫҫӑн ҫуса тасатрӑмӑр, шкафсемпе штанглассене куҫартӑмӑр. Ҫӗнӗ аптекӑра условисем лайӑхчӗ: пӳлӗмсем нумай, суту-илӳ залӗ пысӑк, ҫутӑ та ӑшӑ, хӑтлӑ. Ҫӗнӗ 2 автоклав пурччӗ. Унччен вара вӗсем ҫителӗксӗр пулнипе растворсене цинк пичкесенче стерилизаци тӑваттӑмӑр. Ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑшӑн эпир питӗ савӑнтӑмӑр», — паллаштарать аса илӗвӗсемпе ветеран.
Тивӗҫлӗ канӑва тухсан Зоя Николаевна пахчара, килти хуҫалӑхра тӑрмашса вӑхӑта ирттернӗ. Унӑн чун киленӗҫӗ — ҫипрен тӗрлӗ япаласем ҫыхасси. 62 ҫул вӑл мӑшӑрӗпе килӗштерсе, пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулса пурӑннӑ. Шел пулин те, 2016 ҫулта кил хуҫи ҫӗре кӗнӗ. Халӗ хисеплӗ ветеран кӗҫӗн ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырать. Кинемей ҫулне кура мар правур, куллен физкультура тӑвать, скандинави мелӗпе утать. Вӑрман юнашарах пулнине кура куллен унта уҫӑлма тухать, таса сывлӑшпа сывлать.

