Майӑн 14—15-мӗшӗсенче ЧР Спорт министерствин сывлӑха ҫирӗплетекен «Белые камни» центрӗнче ҫамрӑк ҫул-йӗр инспекторӗсен «Безопасное колесо» 34-мӗш республика конкурсӗ иртрӗ. Унта пирӗн округран Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн 5-мӗш «к» класӗнче пӗлу илекенсем хутшӑнчӗҫ. «Мана тата манӑн юлташсем валли хӑрушлӑхсӑр ҫулсем» конкурсра команда ҫӗнтеруҫӗ пулса тӑчӗ: парнесене тивӗҫрӗ.
Слета хутшӑнакансем палӑртнӑ тӑрӑх ҫамрӑк ҫул-йӗр инспекторӗсен юхӑмӗ ҫулсерен ытларах та ытларах ачана илӗртет. Юхӑм хастарӗсем ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парассине хӑйсен тупине хываҫҫӗ.
Петр РОДИОНОВ.

