Манӑн мӑн кукаҫи, Ахвандей Савандеевич Абдюшев, Елчӗк районӗнчи Лаҫ Таяпа ялӗнче 1910 ҫулхи августӑн 3-мӗшӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Анчах та ятне пӗр ҫулталӑкран ҫеҫ ҫыртарнӑ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство ҫинче мӑн кукаҫи 1911 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче ҫеҫ ҫут тӗнчене килни курӑнать.
Мӑн кукаҫин ҫамрӑк чухнехи пурнӑҫӗ ҫав тери йывӑр пулнӑ. Унӑн амӑшӗ 1921 ҫулти выҫлӑх асапне тӳссе тиф чирӗпе чирлесе вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ. Ҫапла вара мӑн кукаҫи ҫамрӑклах, 10 ҫултах ҫурма тӑлӑха тӑрса юлнӑ. Ашшӗ тепре авланнӑ. Апла пулин те пӗтӗм хуҫалӑх ӗҫӗ мӑн кукаҫи ҫине тиеннӗ, вӑл ҫамрӑклах йывӑр ӗҫе кӳлӗннӗ. Ашшӗпе пӗрле ака-суха тунӑ.
Ҫулсем иртнӗ. Мӑн кукаҫи 18 ҫула ҫитсе пынӑ вӑхӑтра Мускава ӗҫлеме тухса кайнӑ. Унта тӗрлӗ стройкӑсенче вӑй хунӑ. Уяв кунӗсенче Мускаври Кремльти башньӑра та хурал тӑма лекнӗ. Тӑван мар амӑшӗ вилсен вӑл киле таврӑннӑ.
1942 ҫулхи февраль уйӑхӗнче Елчӗкри ҫар комиссариачӗ ӑна фронта ӑсатать. Вӑл 1—2-мӗш Белорусси фронтӗнче ҫапӑҫать. А.Абдюшев сержант, стрелок, автоматчик вӑрҫӑ хирӗнче хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Вӑл чӑнах та паттӑр пулнине ҫак наградӑсем кӑтартаҫҫӗ: Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденӗ, «За отвагу», «За боевые заслуги», «За Победу в Великой Отечественной войне» тата ытти медальсем. Мӑн кукаҫин вӑрҫӑ ҫулӗ нимӗҫ ҫӗрӗ ҫинче вӗҫленнӗ.
1952 ҫулта мӑн кукаҫин ҫемйи Киров поселокне куҫса килнӗ. 75 ҫула ҫитиччен ырми-канми тӑрӑшнӑ мӑн кукаҫи колхоз ӗҫӗсенче. 16 ҫул аслӑ конюх пулса вӑй хунӑ. ,ҫне кура хисепӗ. Ӑна «Почетный колхозник» тата «За доблестный труд» медальсемпе наградӑланӑ.
Эпир, вӑрҫӑ участникӗсен мӑнукӗсем, вӗсемпе мухтанатпӑр, вӗсене яланах асра тытма тӑрӑшатпӑр.
А.ШУРЯШКИН,
Комсомольcки 2-мӗш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ.

