Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ кашни ҫемьене хурлӑх, нуша илсе килнӗ. Кам ывӑлӗсене, кам мӑшӑрне ҫапӑҫу хирӗсенчен кӗтсе илеймен. Ҫӗнӗ Шӑхранти Дарья Осиповна Васильева вара вӑрҫӑра 6 ывӑлне ҫухатнӑ. Амӑшӗн чӗри ҫав хуйха мӗнле чӑтнӑ-ши?
Паянхи кун вӑл пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ. Паттӑр ывӑлсем ҫитӗнтернӗ хӗрарӑм пирки Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче нумай ҫырнӑ, ун пирки аса илнӗ. Вӑл чӑтӑмлӑ амӑшӗн тӗслӗхӗ пулса тӑнӑ. Халӗ, ҫулсем иртнӗҫемӗн, «нимӗн те манӑҫман, никама та манман» тетпӗр пулин те, ун ҫинчен аса илместпӗр. Вӑрҫӑра хӑйӗн тӗрекӗсене, ултӑ ывӑлне ҫухатнӑ хӗрарӑмӑн йӑх-несӗле тӑсакан ҫывӑх тӑванӗсем юлманпа пӗрех. Масар ҫинче унӑн вилтӑприне тивӗҫлипе пӑхса тӑманнипе хӗресӗ те ҫӗрӗшнӗ. Кун пирки округри влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсемпе калаҫрӑм та, «пирӗн ун пек фонд ҫук» тенине ӑнланма йывӑр. Унӑн ачисем амӑшӗшӗн, тӑванӗсемшӗн ҫеҫ мар, пирӗн пуласлӑхшӑн юн тӑкнӑ, пуҫӗсене хунӑ. Апла пулсан ертсе пыракансен, общественноҫӑн тивӗҫӗ — унӑн вилтӑприне пӑхса тӑрасси.
Эпӗ Д.О.Васильева пирки тӗплӗнрех каласа парасшӑн.
Дарья Осиповнӑн мӑшӑрӗ, империализм вӑрҫине хутшӑннӑскер, революци пулсан граждан вӑрҫинче ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн кӗрешнӗ. Яла таврӑнсан нумаях та пурӑнайман, ҫӗре кӗнӗ. Хӑйӗн те ачалӑхӗ тӑлӑх иртнӗ хӗрарӑм ултӑ ачапа пӗччен тӑрса юлнӑ. Вӗсене ура ҫине тӑратас тесе ырми-канми тӑрӑшнӑ вӑл. Ҫӗрӗпе куҫ хупман каҫсем те сахал мар пулнӑ. Ывӑлӗсем пӗве кӗрсе пынине курсан чунтан савӑннӑ. Малашне вӗсемпе телейлӗ те тулӑх пурӑнма ӗмӗтленнӗ. Анчах унӑн пӗтӗм шанӑҫне хаяр вӑрҫӑ пуҫланни татнӑ.
«Аҫу пек паттӑр та хӑюллӑ пулӑр. Яла ҫӗнтерӳпе таврӑнӑр», — тесе ӑсатнӑ вӑл ывӑлӗсене фронта. Малтан виҫӗ кӗтеслӗ ҫырусем килсех тӑнӑ. Амӑшӗ вӑрҫӑра ачисем паттӑррӑн ҫапӑҫнипе мӑнаҫланнӑ. Анчах та…
1941 ҫул вӗҫнелле Гриша ятлӑ ывӑлӗ вилни ҫинчен хыпар ҫитет. Вӑрҫӑччен Лӑпкӑ тинӗс флотӗнче службӑра тӑнӑ Энтри 1942 ҫулта Ржев хулишӗн пынӑ хаяр ҫапӑҫусенче паттӑррӑн пуҫне хурать. Максимӑн пурнӑҫӗ Кривой Рог хулишӗн пынӑ тытӑҫусенче татӑлать.1942 ҫултах Ваҫҫука Инҫет Хӗвелтухӑҫне службӑна илеҫҫӗ. Нумаях та вӑхӑт иртмест, амӑшӗ Тимахвипе Ивана та фронта ӑсатса ярать, анчах та вӗсенчен те кӗҫех хурлӑхлӑ хыпар ҫитет. Ваҫҫук ҫырсах тӑрать-ха. Анчах вӑл та вӗсен чаҫне фронт ҫывӑхне куҫарнине пӗлтерет. Василий Васильев ҫапӑҫусенче пысӑк паттӑрлӑх кӑтартать, чылай орденсемпе медальсене тивӗҫет. Вӑл Берлина илнӗ ҫӗре те хутшӑнать, унтах Ҫҫӗнтерӗве кӗтсе илет. Анчах ӑна та яла таврӑнма шӑпа пӳрмен. Тӑшман пульли лекнипе вилет.
Яла фронтовиксем таврӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ывӑлӗсен ячӗпе хура хутсем килнӗ пулин те Дарья Осиповна вӗсене кӗтме пӑрахмасть. Йывӑр хуйха ӗҫре пусарма тӑрӑшать вӑл. Мӗн ҫӗре кӗричченех тӗпренчӗкӗсене кӗтет. Ултӑ ывӑлӗ, унӑн ӗмӗчӗ, шанчӑкӗ вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлни уншӑн питӗ пысӑк ҫухату пулнӑ.
Пирӗн районта ҫемьерен 2 е 3—4 ҫынна кӗтсе илейменнисем сахалах мар. Анчах та хӑйӗн 6 ывӑлне ҫухатни пӗрре анчах. Республикӑра та, ҫӗршывра та ун пеккисем сахал. Чӑн-чӑн ҫӗршыв сыхлавҫисем, патриотсем пӑхса ҫитӗнтернӗ Дарья Осиповна. Вӗсене пӗччен ӳстернӗ пулсан та тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Ҫак паттӑр хӗрарӑм умӗнче кашни пуҫ тайма тивӗҫ.
Людмила Тихонова,
ялти ветерансен совечӗн председателӗ.

