Ҫывхарса килекен Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн пирӗн республикӑри чукун ҫулсем тӑрӑх «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» иртнӗ.
Вӑл Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Канаш, Шупашкар хулисенче чарӑннӑ. Кашни чарӑнурах пуйӑса ҫӗнтерӳ юррисемпе кӗтсе илнӗ, курма пыракансем йышлӑн пулнӑ.
Куҫса ҫӳрекен музейре ҫар техникине вырнаҫтарса лартнӑ платформӑсем, хирти кухня тата фотозона пур. Пуйӑс Чулхуларан апрелӗн 23-мӗшӗнче ҫула тухнӑ. Вӑл Горький чукун ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ 45 станцире пулӗ.

