Вут-кӑвар сиксе тухсан ӑна хирӗҫ кӗрешме, ҫулӑма хӑвӑртрах сӳнтерме Комсомольскинчи 31-мӗш пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем яланах хатӗр тӑраҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ялсенче те ирӗклӗ пушар хуралӗнче тӑрӑшакансем пур.
Пирӗн районта пушар хуралне 1962 ҫулта йӗркеленӗ. Ӑна И.Е.Евграфов ертсе пынӑ. Приказсен кӗнекине пӑхсан вӑл вӑхӑтра унта начальниксӗр пуҫне унӑн ҫумӗ А.В.Будаков, А.С.Митюков, Н.Г.Чукмарев, В.Н.Егоров, А.Г.Гусячкин ӗҫлени паллӑ. Пушар чаҫӗ Ленин ячӗллӗ колхозӑн йывӑҫ ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Вӗсен аллинче пушар сӳнтермелли пӗр ГАЗ-63 автомашина анчах пулнӑ.
1967—1973 ҫулсенче пушар чаҫне А.С.Митюков ертсе пыма пуҫланӑ. Вӑл тӑрӑшнипе 1968 ҫулта кирпӗчрен купаланӑ ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ. 1973—1992 ҫулсенче пушар чаҫӗн начальникӗнче В.Б.Мамуткин (вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче пушар хуралӗн хальхи ҫуртне туса лартнӑ, пурлӑхпа техника никӗсӗ те палӑрмаллах ҫирӗпленнӗ), 1992—1998 ҫулсенче В.В.Павлов, 1998—1999 ҫулсенче В.В. Мамуткин, 1999—2018 ҫулсенче С.А.Алексеев, 2018—2020 ҫулсенче М.Ю.Дряблов ӗҫленӗ. 2020 ҫултан пуҫласа коллектива И.В.Ананьев ертсе пырать.
31-мӗш пушар чаҫӗнче тӗпрен илсен вут-ҫулӑма хирӗҫ кӗрешес енӗпе пиҫӗхнӗ, хӑйсен ӗҫне пӗлсе пурнӑҫлакан ҫынсем тӑрӑшаҫҫӗ. А.Н.Жуков, А.Ф.Тихонов 30 ҫул ытла, Э.Н.Баранов, Н.В.Мамуткин, А.С.Самарин 30 ҫула яхӑн, А.В.Прохоров, И.Н.Порфирьев, Г.Н.Крылов, А.В.Антонов, С.П.Жуков 20 ҫул ытла пушар хуралӗнче вӑй хураҫҫӗ.
Ҫак кунсенче пушар хуралӗн ветеранӗсене Г.Н.Крылова тата А.Ф.Тихонова савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тивӗҫлӗ канӑва ӑсатнӑ. Вӗсем хӑйсен хастарлӑхӗпе хисеп ҫӗнсе илнӗ. Мӗнпур ӑсталӑхӗпе пӗлӗвне ҫамрӑксене парса хӑварнӑ.
Герман Николаевич Крылов ҫартан таврӑнсанах «Знамя» колхозӑн ирӗклӗ пушар хуралӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх пайланса пӗтсен вӑл 2000 ҫулта Комсомольскинчи 31-мӗш пушар чаҫне водителе ӗҫе кӗнӗ. Унтанпа пӗр улшӑнмасӑр ҫакӑнта тӑрӑшать. Водитель тени вут-кӑвар пулнӑ вырӑна пушар машинине илсе ҫитерсе ӗҫлеттерни ҫеҫ мар. Вӑл вут-ҫулӑма сӳнтерме те тӳрремӗнех хутшӑнать. Инкек пулнӑ вырӑнта пӑхса тӑраймастӑн, пурте ҫулӑмпа кӗрешеҫҫӗ. «Чылай пушара сӳнтерме тиврӗ. Пысӑккисем те, пӗчӗккисем те пулнӑ. Кирек мӗнли пулсан та вӑл инкек илсе килет. Кӗҫӗн Каҫалта пӗр ҫулхине харӑсах 4 ҫурт ҫунса кайни асра. Тепӗр ялта 4 ҫын вутра вилчӗ. Эпир хамӑртан мӗн килнине тусан та ҫӑлса хӑварма май килмерӗ. Ҫакӑ, паллах, хурлантарать», — тет вӑл. Пушар хуралӗн ӗҫченӗн сывлӑх енчен те ҫирӗп пулмалла. Герман Николаевич пушар спорчӗ енӗпе республикӑри ӑмӑртусене тӑтӑшах хутшӑннӑ. Пирӗн район команди яланах призерсен шутӗнче пулнӑ. Пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Хастарлӑхшӑн, пушар хуралӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Г.Крылова Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе, Хисеп грамотипе наградӑланӑ.
Герман Николаевич волонтер та. Вӑл Кайнлӑк территори уйрӑмӗнче пурӑнакансемпе пӗрле ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене пулӑшас пархатарлӑ ӗҫе йӗркелесе пырать. Ҫак ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче хастар пулнӑшӑн та вӑл наградӑна тивӗҫнӗ.
Анатолий Федорович «Комсомольский» совхозра автомашинӑпа тӑрӑшнӑ чухнех пушар чаҫӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Пушар хуралӗнчи водителе улӑштараканӗ пулса ӗҫлеме те май тупнӑ. 1994 ҫултанпа вара пушар чаҫӗнче вӑй хурать. Унӑн та пӗрре мар кӑткӑс лару-тӑрӑва лекме тивнӗ. Улатӑр тӑрӑхӗнчи вӑрман ҫунма пуҫласан 31-мӗш пушар чаҫӗнчи ытти ӗҫченсемпе инкеке хирӗҫ кӗрешнӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Вӑл ҫакӑншӑн медале тивӗҫнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин граждӑнла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн Хисеп грамотине тата ытти нумай наградӑсене парса чыс тунӑ.
Пушар хуралӗнче тӑрӑшакансен ӗҫӗ яваплӑ, хӑрушӑ. Вӗсене пурне те уяв ячӗпе саламласа ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал сунатпӑр.
Юрий Гаврилов.

