Вторник, 13 октября

Ҫураки вӑй илсех пырать

Ҫанталӑк кунран-кун ӑшӑтать. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсен хирӗсем трактор-машина сассисемпе тулчӗҫ.  Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем  валли ҫӗр хатӗрлесе акаҫҫӗ.

Апрелӗн 24-мӗшӗ тӗлне округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 4313 гектар тӗш-тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсем (палӑртнин 47,5 проценчӗ чухлӗ) акнӑ. «Родина» ОООра  та  (сӑн ӳкерчӗкре) ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ. Унта 120 гектар тулӑ, 100 гектар урпа акнӑ. «Рассвет» ЯХПК ҫур тыррисем акас ӗҫе вӗҫленӗ те.

«Комсомольские овощи» агрофирмӑра 5 гектар кишӗр, «Слава картофелю» агрофирмӑра  200 гектар горчица акнӑ.

Округӗпе 769 гектар выльӑх апачлӗх культурӑсем акнӑ. Ку ӗҫ малалла пырать.

Н.Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗнче ир пулакан ҫӗрулми лартма пуҫланӑ. Ҫак тымарҫимӗҫе унта 8 гектар лартнӑ, 100 гектар урпа акнӑ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *