Вторник, 13 октября

Пӗтӗм Раҫҫейри форума хутшӑннӑ

Пӗтӗм Раҫҫейри форума хутшӑннӑ

Апрелӗн 21—23-мӗшӗсенче Мускавра, «Россия» наци центрӗнче «Малая Родина — сила России» Пӗтӗм Раҫҫейри 2-мӗш форум пулса иртнӗ.

Унта ҫӗршыври пур регионсенчен те вырӑнти хӑйтытӑмлӑх пуҫлӑхӗсем, федераллӑ тата регионти влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, бизнесра тӑрӑшакансем, обществӑлла организацисен тата экспорт обществин представителӗсем пуҫтарӑннӑ, вырӑнти самоуправлени ӗҫӗ-хӗлӗсене пӑхса тухнӑ, малашнехи тӗллевсене палӑртнӑ.

Форум ӗҫне  пирӗн округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин та хутшӑннӑ.  Вӑл   «ВКонтакте» сайтра унта пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухнине палӑртать. «Сильное село — процветающая Россия: новые возможности для развития» панельлӗ сессире ял территорийӗсен малашлӑхӗ пирки сӑмах пынине пӗлтерет.

Форумра  вырӑнти  муниципалитетсен ялти вырӑнӗ, агропромышленность комплексӗпе фермерсен аталанӑвӗ, ялти патшалӑх программисем, инфраструктурӑпа тирпей-илем, ҫамрӑксемпе кадрсем тата ытти ыйтусем тавра та сӑмах пынӑ.                       

    (ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *