Вторник, 13 октября

Хорсен тупӑшӑвӗнче палӑрнӑ

Пӗтӗм Раҫҫейри инвалидсен обществин вырӑнти организацийӗн членӗсем округри тата республикӑри мероприятисене хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗршыв Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленнӗ май вӗсем те айккинче юлмаҫҫӗ.

Нумаях пулмасть инвалидсен обществин вырӑнти организацийӗн «Прикубнинская сторона» художество пултарулӑх коллективӗ Шупашкарти «Салют» культура Керменӗнче иртнӗ «Битва хоров» конкурс-фестивалӗн финалне хутшӑнчӗ. Елена Васильева, Светлана Ильина, Луиза Петрова, Лидия Карзакова, Валентина Федорова, Людмила Симендеева, Галина Быкова, Людмила Васильева, Светлана Ванюшкина, Елена Длинова, Алексей Гаврилов, Валентина Райкова юрӑҫӑсем хӑйсен ҫепӗҫ те уҫӑ сассисемпе куракансене те, жюри членӗсене те тыткӑнларӗҫ. Комсомольскинчи культура ҫурчӗн ӗҫченӗ Виктор Кокшин вӗсене илемлӗ номерсем хатӗрлеме пулӑшрӗ.

Жюри вӗсен пултарулӑхне тивӗҫлипе хакларӗ, 2-мӗш степеньлӗ дипломпа чысларӗ. Инвалидсен обществин членӗсем малашне те тӗрлӗ мероприятисене  хапӑлласах хутшӑнасшӑн.

Апрелӗн 23-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче  Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ «А песни тоже воевали» ҫарпа патриотизм фестивалӗнче  те вӗсем сцена ҫине Мамай курганӗ ҫинчен калакан юрӑпа тухнӑ. 

Инвалидсен обществин членӗсем РФ Социаллӑ фончӗ ҫумӗнчи «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрне ҫӳреҫҫӗ. Кунта вӗсем час-часах округри культура ӗҫченӗсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Вокал ӑсталӑхне хӑнӑхаҫҫӗ, вырӑс тата чӑваш халӑхӗсен йӑли-йӗркипе, ташши-юррипе паллашаҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене хавхалантарса, вӑй парса пырать.

  Алексей Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *