Вторник, 13 октября

Вӑрҫӑра та, мирлӗ  пурнӑҫа та пархатарлӑ ӗҫ тунӑ

Вӑрҫӑра та, мирлӗ  пурнӑҫа та пархатарлӑ ӗҫ тунӑ

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑран таврӑнсан тӗрлӗ фронтсенче ҫӗршыва хӳтӗленӗ ҫынсем  тӳрех мирлӗ ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫапӑҫу хирӗсенче аманнӑ салтаксене ҫӑлнӑ медицина ӗҫченӗсем шур халатсем тӑхӑнса сиплев учрежденийӗсенче ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпех халӑх сывлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ.

Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май районти тӗп больница администрацийӗ тата  профсоюзӑн пуҫламӑш организацийӗ Пӗтӗм Раҫҫейри  «Ҫӗнтерӳ аллейи» акцие хутшӑннӑ.  Вӗсем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннӑ медицина ӗҫченӗсене асӑнса  савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура районти тӗп больница территорийӗнче аллея уҫнӑ. Мероприятире больницӑн тӗп врачӗ, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Инна Ефремова сӑмах каланӑ . Ҫак йывӑҫсем вӑрҫӑран таврӑнсан районта сывлӑха сыхлас енӗпе тӑрӑшнӑ ҫынсен пархатарлӑ ӗҫне аса илтерсе тӑракан вырӑн пулмаллине палӑртнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, РФ шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Ласточкин, вӑрҫӑ ветеранӗсен тӑванӗсем те медик-ветерансен ячӗсене асра тытмаллине ҫирӗплетнӗ. Ҫак кун районти сиплев учрежденийӗсенче тӑрӑшнӑ 11 ветеран ячӗпе 11 чӑрӑш хунавӗ лартса хӑварнӑ. Камсем-ха вӗсем — вӑрҫӑ витӗр тухнӑ, кайран халӑх сывлӑхне сыхлас енӗпе вӑй хунӑ ҫынсем;

Мария Гавриловна Ананьева Александровка ялӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулта вӑрҫа тухса кайнӑ, 3-мӗш Украина фронтӗнче хирти госпитальти медсестра пулнӑ. Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденне, медальсене тивӗҫнӗ. 1944—1975 ҫулсенче тӗп больницӑри хирурги уйрӑмӗн медсестри пулса ӗҫленӗ.

Матрена Павловна Артюшкина Хирти Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1941—1945 ҫулсенче вӑрҫӑра Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ тата Балтика фрончӗсенче пулнӑ, аманнисене ҫапӑҫу хирӗнчен илсе тухнӑ. Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденӗпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, «Паттӑрлӑхшӑн» тата ытти медальсемпе наградӑланӑ. Тӗп больницӑра аслӑ медсестрара, клиника лабораторийӗн лаборанткинче вӑй хунӑ. Вӑл — «СССР сывлӑха сыхлас ӗҫ отличникӗ».

Юлия Филипповна Батракова Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑннӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче 1-мӗш Украина фронтӗнче госпитальте аслӑ медсестра пулнӑ, Вена хулинче Ҫӗнтерӗве кӗтсе илнӗ. Мирлӗ вӑхӑтра Вӑрманхӗрри Чурачӑкри фельдшерпа акушер пунктӗнче, Ҫӗнӗ Кипеҫри ача ҫуртӗнче медсестрара, тӗп больницӑра операци сестринче тӑрӑшнӑ. Отечественнӑй вӑрҫӑн I степеньлӗ орденне, медальсене тивӗҫнӗ.

Семен Артемьевич Валетов Хирти Мӑнтӑр ялӗнче  ӳссе ҫитӗннӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланиччен ялти трахпунктра, Патӑрьелӗнче санинспектора пулӑшаканӗнче, район окулистӗнче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑран таврӑнсан тӗп больницӑра трахома енӗпе инструкторта, санитарипе эпидемиологи станцийӗнче тӑрӑшнӑ. Отечественнӑй вӑрҫӑн I степеньлӗ орденне, медальсене илме тивӗҫ пулнӑ.

Анфиса Петровна Давыдова  Хирти Мӑнтӑр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Канашри медицина училищине пӗтернӗ хыҫҫӑнах фронта тухса кайнӑ.1941—1944 ҫулсенче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра аманнӑ салтаксене ура ҫине тӑратас тесе тӑрӑшнӑ.  Ӑна 1943 ҫулта Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑланӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан Хирти Мӑнтӑр ялӗнчи фельдшерпа акушер пунктӗнче ӗҫленӗ.

Анна Тимофеевна Драндрова Тутарстанри Терпит ялӗн хӗрӗ пулсан та унӑн пурнӑҫӗ пирӗн районпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑрҫӑ умӗн Канашри медицина училищине вӗренсе пӗтерсен Тутар республикинчи Подберезино районӗнче медсестра пулса ӗҫленӗ, 1942 ҫулта фронта тухса кайнӑ. Вӑрҫӑран таврӑнсан Комсомольскинчи тӗп больницӑра медсестрара, хирурги уйрӑмӗн дежурнӑй сестринче ӗҫленӗ. Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденне, медальсене тивӗҫнӗ. Сывлӑх сыхлавӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн ЧАССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

Татьяна Анисимовна Емендюкова Канаш районӗнчи Сиккасси хӗрӗ пулнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра артиллери полкӗн связистки пулса Мускава хӳтӗленӗ. Мирлӗ вӑхӑтра пирӗн районта пурӑнакансен сывлӑхне сыхлас енӗпе тӑрӑшнӑ. Вӑрҫӑри хӑюлӑхшӑн Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденне, мирлӗ ӗҫре хастар тӑрӑшнӑшӑн «Хисеп Палли» ордена, медальсене тивӗҫнӗ.

Фома Анисимович Логинов Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗршыва хӳтӗленӗ. Унтан таврӑнсан районта халӑх сывлӑхне сыхлас енӗпе тӑрӑшнӑ, ӑна тӗрлӗ наградӑсем парса чыс тунӑ.

Николай Александрович Мельников Хырхӗрри ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри фельдшерсен шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа тухса кайнӑ. Ҫурҫӗр Кавказри тата ытти фронтсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне, Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденне,  медальсем илме тивӗҫнӗ. Нумай вӑхӑт Комсомольскинчи райсанэпидемстанцинче эпидемиолога пулӑшакан пулса вӑй хунӑ. Ун ятне районӑн Паттӑрлӑх кӗнекине кӗртнӗ.

Ольга Федотовна Павлова Тукай ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри медицина училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн Первомайски районӗнче ӗҫленӗ. 1942—1945 ҫулсенче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пулнӑ. Нумай салтака вилӗм аллинчен ҫӑлса хӑварнӑ. Ӑна Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденӗпе, «Ҫапӑҫури  паллӑ ӗҫсемшӗн» тата ытти медальсемпе наградӑланӑ. Вӑрҫӑран таврӑнсан районти тӗп больницӑра медсестрара тӑрӑшнӑ.

Семен Павлович Сумзин Комсомольскинче ҫуралнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫапӑҫусемпе Прага тата Вена хулисем патне ҫитнӗ, вӗсене ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Вӑл Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденне, «Паттӑрлӑхшӑн» тата ытти медальсене тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн МТСра, нумай ҫул районти санитарипе эпидемиологи станцийӗнче водительте тӑрӑшнӑ.

Хаяр вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ хыҫҫӑн халӑх сывлӑхне сыхлас енӗпе тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑ медик-ветерансен ячӗсене яланах асра тытар. Вӗсем вӑрҫӑра та,  мирлӗ пурнӑҫра та  пархатарлӑ ӗҫ тунӑ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *