Вторник, 13 октября

Перекетлӗхе мала хураҫҫӗ

Перекетлӗхе мала хураҫҫӗ

Чӑваш Енри суту-илӳпе промышленноҫ палати «Тухӑҫлӑ тата конкурентлӑ экономика» наци проектне кӗрекен «Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ» федераллӑ проектпа килӗшӳллӗн перекетлӗ производствӑн инструменчӗсене ӗҫе кӗртме пулӑшать. Ҫак кунсенче иртнӗ «Производство начальникӗ» семинарта та перекетлӗх ҫинчен калаҫнӑ.

Семинара республикӑри компанисен ертӳҫисем, цехсемпе производство участокӗсен начальникӗсем, мастерсем хутшӑннӑ. Унта цехсенчи ӗҫсене мӗнле йӗркелемеллине, планламаллине тата тӗрӗслесе тӑмаллине сӳтсе явнӑ, сахал тӑкак туса пысӑк тупӑш илме май паракан мелсене пӑхса тухнӑ, производство тытӑмне тухӑҫлӑн йӗркелеме пулӑшакан ҫӗнӗ йышши методикӑсемпе паллашнӑ.

Федераллӑ проекта хутшӑнакан компанисен шучӗ республикӑра ӳссех пырать. Кӑҫал тата 6 предприяти перекетлӗх методикисене тӗпе хурса хӑйсен ӗҫӗсене йӗркелесшӗн.

Вице-премьер Дмитрий Краснов палӑртнӑ тӑрӑх, семинар чӑваш предприятийӗсем тухӑҫлӑха ӳстерме пулӑшакан мелсемпе питӗ кӑсӑкланнине кӑтартса панӑ. Перекетлӗ технологисене ӗҫе кӗртекенсене малашне те пулӑшса пырӗҫ. Ҫакӑ предприятисене кӗске хушӑрах ҫӗнӗ шая тухма май парӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *