Чӑваш Республикинчи ялсенче медицина пулӑшӑвӗ парассине лайӑхлатас енӗпе чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. «Сывлӑх» наци проекчӗпе юлашки 5 ҫулта 200 ытла фельдшерпа акушер пунктне ҫӗнетнӗ. Пирӗн округра та ФАПсен ҫӗнӗ ҫурчӗсен алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра Анат Тимӗрчкасси ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫуртне тӑваҫҫӗ. Унта ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ. Ҫуртӑн кӑшкарне тунӑ, сайдингпа илемлетнӗ, ҫивиттине витнӗ. Коммуникаци ӗҫӗсене пуҫланӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра Анат тата Тури Тимӗрчкасси ялӗсенче пурӑнакансем паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен медицина учрежденине ҫӳреме пуҫлӗҫ.

