Вторник, 13 октября

Комбинат ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ

Округри агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсем черетлӗ канашлӑвне Комсомольскинчи сӗт комбинатӗнче ирттерчӗҫ. Ку ахальтен мар. Асӑннӑ предприяти хӑйӗн пахалӑхлӑ продукцийӗпе Чӑваш республикинче анчах мар, ун тулашӗнче те ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Коллектив, пултаруллӑ директор Р.М.Хайртдинов ертсе пынипе, туса кӑларакан апат-ҫимӗҫ продукчӗсем  пур енӗпе те тавар туянакана тивӗҫтерччӗр тесе тӑрӑшать.

Сар ҫу, тӑпӑрчӑ, хӑйма тата типӗ сӗт хатӗрлекен цехсемпе комбинатӑн тӗп технологӗ Т.А.Никонова паллаштарчӗ, ӗҫ процесӗсем ҫинчен ӑнланмалла каласа пачӗ. Лаборатори заведующийӗн М.В.Чугунован сӑмахӗсене те  ветерансем кӑсӑкланса итлерӗҫ. Комбинатра юлашки ҫулсенче оборудованисене ҫӗнетсе модернизацилес енӗпе пысӑк ӗҫсем туса ирттернине ветерансем хӑйсен куҫӗсемпе курчӗҫ. Кунта продукцие паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен инновацилле технологипе усӑ курса туса кӑлараҫҫӗ.

Ял хуҫалӑх отраслӗнче ӗҫлесе пуян опыт илнӗ ветерансем Г.Г. Апраков, Г.Ф.Волков, Г.И.Гончаров та комбинат ӗҫӗ-хӗлне пысӑк хак пачӗҫ.  Кунта хатӗрлекен юр-вар продукцине выльӑх-чӗрлӗх чӗртаварӗнчен пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлес енӗпе палӑрса тӑракан Беларуҫ республикине те ӑсатаҫҫӗ иккен. Ҫакӑ комбинат продукцийӗ ҫӳллӗ шайра пулнине тепӗр хут туллин ҫирӗплетет.

Канашлӑвӑн планерлӑ пайӗнче ЧР АПК ветеранӗсен округри уйрӑмӗн председателӗ И.Х.Миннетуллин Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе О.А.Николаевпа ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗсен тӗлпулӑвӗ мӗнле иртни, унта хускатнӑ ыйтусем, малашнехи тӗллевсем пирки каласа пачӗ.

Округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Ф.Ф.Зейнетдинов хӑйӗн сӑмахӗнче округӑн социаллӑ-экономикӑлла аталанӑвӗ, палӑртнӑ ӗҫсем пирки чарӑнса тӑчӗ. Ҫавӑн пекех Г.Ф.Волков, Н.В.Иванов, В.Ф.Денисов юбилярсене администрацин Тав ҫырӑвӗсене пачӗ.

Чӑваш Республикинчи агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен совечӗн председателӗ А.П.Самылкин вырӑнти ветерансен совечӗсен умӗнче тӑракан тӗллевсемпе паллаштарчӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерекен мероприятисене хастар хутшӑнмаллине палӑртрӗ. Кӑҫал сентябрь уйӑхӗнче пулакан Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ юбилярсене ЧР АПК ветеранӗсен Президиумӗн Хисеп грамотисемпе  тата хаклӑ парнесемпе чысларӗ.

Канашлу вӗҫӗнче ветерансем комбинат туса хатӗрлекен продукцие тутанса пӑхрӗҫ, вӗсен пахалӑх енӗсене хакларӗҫ. Ку предприятире ӗҫлекенсене малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Илдус Миннетуллин,

ЧР  АПК ветеранӗсен округри  уйрӑмӗн председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *