Вторник, 13 октября

Ҫыхӑнусем ҫирӗпленеҫҫӗ

Раҫҫейри логистика компанийӗсем промышленноҫ тата ял хуҫалӑх таварӗсене Латин Америкин тата Африка ҫӗршывӗсене турттарма патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек йышӑну тунӑ РФ Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви. Программа Раҫҫей экспорт центрӗ урлӑ пурнӑҫланса пырӗ.

Пулӑшу мерине «Халӑхсем хушшинчи коопераципе экспорт» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн вӑя кӗртнӗ. Вӑл Раҫҫейӗн экспорт потенциалне аталантарма тата суту-илӳ ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетме тивӗҫ. Унпа Балти, Азов тата Хура тинӗссенчи портсенчен Никарагуана, Сенегала, Венесуэлӑна, Бразилие, Кубӑна, ЮАРа тата Танзание контейнерсемпе тавар турттаракан компанисем усӑ курма пултараҫҫӗ.

ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ тӑрӑх, Латин Америкипе Африка Чӑваш Енӗн экспорчӗ валли те пӗлтерӗшлӗ енсем шутланаҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче республика ҫак регионсемпе суту-илӳ ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетсех пырать. 2023 ҫултанпа Чӑваш Ен Бразилипе, Колумбипе, Коста-Рикӑпа, Мексикӑпа тата Эквадорпа сутӑ тӑвать, 2024 ҫулта партнерсен списокне Аргентина хутшӑннӑ. Африка континенчӗ ҫинчи республикӑн тӗп партнерӗсем — Гвинея, Конго тата ЮАР. «Патшалӑх экспорта аталантарас енӗпе пулӑшу кӳнипе пирӗн предпринимательсем таварсен калӑпӑшне ӳстерме ҫеҫ мар, ҫӗнӗ перспективлӑ рыноксене тухма та пултараҫҫӗ», — палӑртнӑ министр.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *