Ҫиелтен пӑхсан, Хирти ,нел ялӗнче пурӑнакан Г.В.Нестерован ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ ялта ӳссе ҫитӗннӗ ҫӗршер яш-кӗрӗмрен нимӗнпех те уйрӑлса тӑмасть пулӗ. Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑскер шкулта тӑрӑшса вӗреннӗ, чӑваш чӗлхипе литературин учителӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах та вӑтам шкул хыҫҫӑн вӑл Патӑрьелӗнчи 7-мӗш СПТУна ҫул тытнӑ. Унта повара вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн специальноҫӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫленӗ. Хуларах хӗр хӑйӗн юратӑвне, пурнӑҫ тӗрекне тупнӑ. Хирти Ӗнел ялӗн каччипе Владимир Нестеровпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫулталӑк хулара пурӑннӑ хыҫҫӑн яла килме шут тытнӑ.
Мӑшӑр 2010 ҫултанпа Хирти Ӗнелте тӗпленнӗ. Нестеровсем ҫӗр ҫинче тӑрӑшма тӗллев лартаҫҫӗ. Шухӑшлани пӗрре, ӑна пурнӑҫа кӗртесси вара ҫӑмӑлах мар. Малтанхи вӑхӑтра чылай чӑрмавсем тухса тӑраҫҫӗ пулсан та ҫамрӑксем пуҫ усмаҫҫӗ. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхса ӳсни, лартнӑ тӗллевсене вӗҫне ҫитерме ӑнтӑлни хӑйсен ҫимӗҫне парать. Вӗсем лартма сухан (севок) туса илес енӗпе ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ. Пӗчӗккӗн ҫӗр лаптӑкне те пысӑклатаҫҫӗ. Ӗҫленине, тӑрӑшнине кура тухӑҫӗ те, тупӑшӗ те пулать. Хуҫалӑх аталанса пырать: вӗсем техника, тирпейлемелли оборудовани туянаҫҫӗ, хранилище тӑваҫҫӗ… Унтанпа 15 ҫул та ҫитет. Халӗ Нестеровсем 13 гектар ҫӗрпе усӑ кураҫҫӗ. Пусӑ ҫаврӑнӑшне тытса пырас тӗллевпе севоксӑр пуҫне тырпул тата ытти культурӑсем те акса ҫитӗнтереҫҫӗ. Ку лаптӑк ҫӗр ҫинче, паллах, пӗччен-иккӗн ӗҫлесе ҫитерейместӗн. Вӗсем патӗнче ял ҫыннисем те тӑрӑшаҫҫӗ. Ӳсен-тӑран отраслӗнче ӗҫсем ҫуркунне, ҫулла, кӗркунне анчах пынӑн туйӑнать. «Пирӗн ҫулталӑкра пӗр уйӑх пек анчах пушӑрах вӑхӑт пулать, ытти кунсенче ӗҫлемелле. Мӗн ҫитӗнтернине пуҫтарса кӗртсен ӑна тирпейлемелле, сутма хатӗрлемелле», — тет Галина Васильевна.
Ялти хӗрарӑмсем хушшинче «ним туса та ӗлкӗрейместӗп» тенине илтме пулать. Галина Нестерова вара кил-ҫуртри ӗҫсене тума та, ал ӗҫӗпе тӑрӑшма та, культура ҫуртӗнчи «Мерчен» художествӑлла пултарулӑх коллективне ҫӳреме те, ялти чиркӳри хорта юрлама та, спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнма та вӑхӑт тупать. Ал ӗҫӗ тенӗрен, Галина мӗн пӗчӗкрен ҫыхма, тӗрӗ тӗрлеме вӗреннӗ. Аппӑшӗн аллисем тӗрленӗ чухне выляса ҫеҫ тӑнине пӑхса киленнӗ, унран вӗренме тӑрӑшнӑ.
Паянхи кун Галина Васильевнӑна чӑн-чӑн ал ӗҫ ӑстаҫи тесе калама пулать. Унӑн ӗҫӗсене округри выставкӑсемпе конкурссенче ҫеҫ мар, республикӑра та пахаланӑ.
«Манӑн анне ырӑ кӑмӑллӑ та ӑста ҫын. Унӑн аллисем темӗн тума та пултараҫҫӗ: ҫӗлеме, ҫыхма, тӗрлеме…
Ӑпӑр-тапӑртанах вӑл илемлӗ япаласем хатӗрлет. Хастарскер выставкӑсемпе акцисене, спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнать. Эпӗ те унран ал ӗҫӗ тума вӗренсе пыратӑп», — тесе ҫырать хӗрӗ Виктория. Амӑшӗ хӑйӗн тӗпренчӗкне вӗрентсех пырать. «Ал ӗҫӗ тумасӑр лараймастӑп, е ҫыхатӑп, е тӗрлетӗп. Ку вӑл манӑн «чир» пулӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли 20 мӑшӑр чӑлха ҫыхрӑм», — каласа парать Галина Нестерова. Вӑл ялти волонтер та. Инҫетри ентешӗсене пулӑшас ӗҫсене йӗркелесе пыраканӗ.
Мӑшӑрӗпе, Владимир Анатольевичпа 3 ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ енлӗ аталанса ӳсчӗр тесе ҫине тӑраҫҫӗ. Ачаран ӗҫе хӑнӑхтарнипе пӗрлех илемлӗхе туйма, спортпа туслӑ пулма майсем туса параҫҫӗ. Асли Артем та, кӗҫӗнни Денис та ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен секцине ҫӳреҫҫӗ, футбол, хоккей, волейбол вӑййисене юратаҫҫӗ. Галина Васильевна хӑй те спортран аякра тӑмасть. Йӗлтӗр сырса тухать, ялти ҫамрӑк хӗрарӑмсенчен команда йӗркелесе футболла, хоккейла вылять.
«Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ», тенӗ ваттисем. Галина Васильевна яланах халӑх хушшинче. Округри, республикӑри мероприятисене хаваспах хутшӑнать. Вӑл республикӑри «Я — женщина» конкурсӑн чи малтанхи тапхӑрне хутшӑннӑ. «Берегиня села» ялти хӗрарӑмсен слетӗнче хӑйӗн ӗҫӗсене кӑтартнӑ. Республикӑри «Несӗлсен сӑвапӗ» тата ытти фестивальсенче пулнӑ. Округри «Акатуй» уявӗнче те куракансем ун ал ӗҫӗсемпе паллашма пултарнӑ. Территори уйрӑмӗнчи пӗр мероприяти те унсӑрӑн иртмест тесен те тӗрӗсех пулӗ. Ҫӑварни, Питрав тата чӑваш халӑхӗн ытти уявӗсен йӑли-йӗркине ҫитес ӑру валли сыхласа хӑварас тӗллевлӗ вӑл. Вӗсене ҫамрӑксене те явӑҫтарма тӑрӑшать. «Ҫамрӑк чухне, кӑмӑл-туйӑм пур чухне ҫӳресчӗ, ҫӗнӗлӗхсемпе паллашасчӗ», — тет пултаруллӑ хӗрарӑм. Ачисене те тӗрлӗ акцисене хутшӑнтарма тӑрӑшать, вӗсене сӗнӳсемпе канашсем парса хавхалантарать.
Кӗҫех тавралӑх шурӑ юртан тасалӗ. Нестеровсен хӗрӳ ӗҫсем пуҫланӗҫ. Чӑннипе халӗ те пыраҫҫӗ вӗсем. Хуҫалӑхра севока тирпейлесе ҫуркуннехи сутлӑха хатӗрлеҫҫӗ. Ҫуракине хатӗрленнӗ май вӑрлӑх туянмалла, удобрени, им-ҫамсем хатӗрлемелле… Ӗҫӗ нумай пулин те пур ҫӗре те ӗлкӗрме тӑрӑшакан хӗрарӑма йывӑрлӑхсем хӑратмаҫҫӗ. Ҫавӑн пек маттур та пултаруллӑ хӗрарӑмсем ял илемӗ, унӑн управҫи пулса тӑраҫҫӗ те.
Юрий Гаврилов.

