Чӑваш Енре пӗлтӗрхи кӑтартусем тӑрӑх апат-ҫимӗҫ туса илесси 4,9 процент ӳснӗ. Магазинсен сентрисем ҫинче республикӑра туса кӑларнӑ тип ҫусем, аш-какай ҫурма фабрикачӗсем, макарон изделийӗсем, тӑпӑрчӑпа сырсем нумайланнӑ.
Ҫакӑ ЧР Пуҫлӑхӗ лартнӑ тӗллевпе килӗшсе тӑрать — республикӑра туса илекен ял хуҫалӑх продукцийӗпе ӗҫлессине тарӑнлатмалла. Ҫакна валли ятарлӑ субсидисем те вӑя кӗртнӗ.
Пирӗн регионта туса хатӗрленӗ ял хуҫалӑх продукцине ытти ҫӗре те ӑсатаҫҫӗ. Малашне ку ӗҫе тата та анлӑлатма планлаҫҫӗ.

