Вторник, 13 октября

Кашнин тӑрӑшни кирлӗ

Кӑҫал муниципаллӑ округӑн территори уйрӑмӗсенчен чи малтан граждансен пухӑвӗ Йӳҫ Шӑхаль, Шурут культура ҫурчӗсенче иртнӗ. Шурут, Шурут-Нурӑс, Тутар Шурут, Юнтапа тата Йӳҫ Шӑхаль ялӗсенче пурӑнакансем хӑйсене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Малтанах территори уйрӑмӗн начальникӗ С.М.Маштанов иртнӗ ҫул ялсен инфраструктурине аталантарас тӗлӗшпе мӗнле ӗҫсем пурнӑҫлани, социаллӑ-демографиллӗ лару-тӑру пирки чарӑнса тӑрса отчет туса панӑ. Кунта пӗлтӗр те, ытти ҫулсенчи пекех пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе усӑ курса ӗҫсем пурнӑҫланӑ. Ҫулсене юсанӑ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннисене асӑнса Шурут-Нурӑс ялӗнче ҫӗнӗрен палӑк туса лартнӑ, ытти енӗпе те тимленӗ. Кӑҫал та ку енӗпе малалла ӗҫлесшӗн. Шурут  ял масарӗнче тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫсем палӑртнӑ, ялсен урамӗсенчи хӑш-пӗр ҫулсене юсамалла. Паллах, ялсен сӑн-сӑпатне лайӑхлатас енӗпе кашнин тӑрӑшни кирлӗ.

Демографи енчен илсен республикӑри чылай ялсенчи пекех кунта та пуш ҫуртсем хушӑнсах пыраҫҫӗ, пурӑнакансен йышӗ те чакать. Виҫӗмҫул  Шурут территори уйрӑмне кӗрекен 5 ялта 1404 ҫын пурӑннӑ, кӑҫалхи январӗн пӗрремӗшӗ тӗлне — 1332 ҫын. 2023 ҫулта ку тӑрӑхра 788 уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗ шутланнӑ, хальхи вӑхӑтра — 780. Ку чи малтанах ҫураласлӑх пӗчӗк пулнипе тата ҫамрӑксем яла сахалрах юлнипе ҫыхӑннӑ. Шурут территори уйрӑмӗ округ центрӗнчен чи аякра вырнаҫнисен шутӗнче. Кунта «Урожай» колхоз тата «Победа» ял хуҫалӑх кооперативӗ ӗҫлеҫҫӗ-ха, анчах та ҫамрӑксем унта тӑрӑшма васкамаҫҫӗ.

Пухура округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та тухса калаҫнӑ, патшалӑх мӗн май килнӗ таран яла пулӑшма тӑрӑшнине палӑртнӑ. Комсомольски округӗнчи обществӑлла палата председателӗ К.С.Мифтахутдинов, округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин,  Комсомольскинчи централизациленӗ больницӑн тӗп врачӗ И.И.Ефремова тата влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем пухӑва хутшӑннӑ, халӑх ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Округ пуҫлӑхӗ  ял старостисене Галина Симаковӑна тата Геннадий Пыркина ҫакна ӗнентерекен удостоверенисем панӑ. Ялти халӑхпа  ӗҫленӗ чухне вӗсем ҫине нумай йывӑрлӑх тиеннине палӑртнӑ.

Кӑҫал Раҫҫейре Тӑван ҫӗршыв сыхлавҫин, Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗсем тесе палӑртнӑ, Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Н.Раськин тата К.Мифтахутдинов Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннисене халалласа лартнӑ палӑк умне чечек ҫыххисем хунӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Раськин тылра хастар ӗҫленӗ Тутар Шурутӗнчи К.Г.Ахметзяновӑна, Шурутри А.И.Платоновӑпа А.Я.Яковлевӑна, Йӳҫ Шӑхалӗнчи Д.Н.Шмелевӑна, Юнтапари Е.Ф.Морозова «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул» медальсем парса чысланӑ. Вӗсене хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе ырми-канми ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.

Халӑх территори уйрӑмӗн ӗҫне «лайӑх» хак панӑ, администрацине татах та лайӑхрах ӗҫлеме ӑнӑҫу суннӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *